Тимлĕ пулăр, ан ĕненĕр!

Категория: Публикации Опубликовано: 12.07.2024, 10:41 Просмотров: 206

Хальхи вăхăтра халăха телефон мошенникĕсем пирки темĕн чухлĕ асăрхаттарсан та вĕсенчен шар курнисем сахалланмаççĕ, ỹссех пыраççĕ. Ултавçăсен "вăлтине" çакланнисем пирки калакан хыпарсем тĕлĕнтереççĕ те, пăшăрхантараççĕ те... Мĕншĕн телефон çыхăнăвĕпе пачах та палламан ултавçăна хирĕç тăма пултараймаççĕ, унăн серепине çăмăллăнах çакланаççĕ-ши? Вĕсене мĕнле мелпе çавăрса илме пултараççĕ-ши? Çакăн пек тĕслĕхсем Патăрьел муниципалитет округĕнче те сахал мар. Акă мĕн пĕлтерчĕ кун пирки РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнчи полици начальникĕн обществăлла йĕркелĕхе сыхлакан çумĕ, полици подполковникĕ Алексей Анатольевич Быков:

- Телефон мошенникĕсем пирки граждансемпе уйрăммăн калаçатпăр, тĕл пулусенче ăнлантаратпăр, хаçатсенче, Интернетра та кун пирки чылай çыратпăр пулин те çакăн витĕмĕ сахал. Çыхăну хатĕрĕпе, телефонпа, ултавçăсен мăшкăлĕ пулнă тĕслĕхсем кашни уйăхрах ỹссе пыни пăшăрхантарать.

Мошенниксем ытларах банкпа право хуралĕн органĕсен ячĕпе шăнкăравлаççĕ. Урăхла каласан, çыннăн пуçне çавăрма тĕрлĕ енчен "тапăнаççĕ". Следстви органĕсем тĕпченĕ тăрăх, малтан пĕр ултавçă хăйĕн серепине çаклатать, унтан тепĕр ултавçă хутшăнать. Усал шухăшлă çынсем хăйсен схемисенче посредниксемпе те усă кураççĕ. "Пулăшакансем" çапла меслетпе укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Паллах, тĕп преступникăн счечĕ çине те ямăтă укçана куçараççĕ.

 Суту-илỹпе çыхăнă çынсене вара Интернетра тавар туяннă чухне "кĕмĕлне" касса илме пултараççĕ. Çак тĕллевпе вĕсем "вăлтана" çакланнă çынна тĕрлĕрен суя ссылкăсем урлă каçма ыйтаççĕ, çавна май счет çинче упранакан укçине хăйсенни çине куçарса хураççĕ те çухалаççĕ.

 Укçа-тенкĕ çухатăвĕн тепĕр пысăк сăлтавĕ - инвестицисемпе вкладсенче хăвăрт тата нумай ĕçлесе илес тени. Çавна май ултавçăсем менеджерсемпе аналитиксем евĕр хăйсем сайт уçма, унта чăнлăхпа çыхăнман информацисене вырнаçтарма, пысăк тỹлев шантарма, çынсене илентерме пултараççĕ. Каллех - ултав!

 Е тата çыннăн "инкекĕпе" услам тăвакансем те пур. Вĕсем те телефон пулăшăвĕпех усă кураççĕ. Палламан номертен сирĕн ачăр е çывăх тăванăр аварие çакланни, халĕ ыйтăва татса парас тесен пысăк укçа кирли пулни çинчен пĕлтереççĕ. Ун пек чухне те асăрханăр. Çакă та ултавçăсен ĕçех. Хыпăнса ỹкни, мошенник ыйтăвĕсене хуравласа хăвăр пирки тĕрлĕ информаци пани сире пысăк тăкак кỹме пултарать. Ун пек ултавран та питĕтимлĕ пулмалла!

 Çынсене чике тăршшĕ лартса тăранса пурăнакан телефон мошенникĕсене психологсемпе, гипноз тăвакансемпе те танлаштарма пулать. Сасси те урăхла, пурне те интереслентерекен сасă. Вĕсен калаçăвĕ çирĕп, банк терминĕсене, право сыхлавĕн органĕсен специалисчĕсем усă куракан сăмахсемпе калаçма тăрăшаççĕ. Çавăнпа та чылай чухне çамрăксем те, ваттисем те вĕсен "вăлтине" çакланаççĕ те.

 2024 çулхи пилĕк уйăхра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче телефон мошенникĕсемпе çыхăннă 33 преступлени шута илнĕ, иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 28 преступлени.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика