ИНКЕК куçа курăнса килмест. Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасăр шыва кĕнĕ чухне те çавах. Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн гражданла хỹтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальникĕ, Григорий Каллин хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ вырсарникун Çĕньялта 54 çулхи арçын хăйсен ялĕнчи кỹлĕрех путса вилнĕ. Ăна ял халăхĕпе пушар хăрушсăрлăх тĕллевĕпе чавтарнă пулнă.
Çу кунĕсенче кирек камăн та шыв хĕрринче канас, шăрăх çанталăкра шыва кĕрсе уçăлас килет. Çакăн валли, паллах, чару çук. Анчах пурин те инкек-синкекрен сыхланмалли йĕркесене çирĕп пăхăнмалла. Ỹсĕрле шыва кĕме теветкеленмелле мар. Çул çитмен ачасене те хăйсем тĕллĕн кỹлĕ хĕррине яма юрамасть.
Ноябрь 2024 |