Эпир савнипе пĕрлешнĕ пĕр-пĕрне савса...

Категория: Публикации Опубликовано: 12.07.2024, 11:00 Просмотров: 208

 Июлĕн 5-мĕшĕнче, Пĕтĕм Раççейри Çемье, юрату тата шанчăклăх уявĕ умĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи чылай çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан виçĕ мăшăра Мăшăрлану керменĕнче "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе чысларĕç. Кăçал çак сумлă наградăна Тăрăнти Анатолийпе Галина Самакинсем, Пăлапуç Нурăсĕнчи Геннадийпе Валентина Артамоновсем тата Шăнкăртамри Минегалипе Меслимя Хафизовсем тивĕçрĕç. Сăмах май, медале 2008 çултанпа муниципалитетри 48 çемье илнĕ.

Сумлă мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин юстици енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ЗАГС пайĕн начальникĕ Наталия Арсентьева, Ишлĕ, Тăрăн, Шăнкăртам территори пайĕсен начальникĕсем Марина Кабаева, Николай Рубцов, Марат Айзатуллов, чĕннĕ хăнасен çывăх çыннисемпе тăванĕсем хутшăнчĕç.

Ырă ят, хисеп çĕнсе илнĕ виçĕ мăшăр зала Мендельсон маршĕпе утса кĕчĕ. Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Наталия Емелина кашнийĕнпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

 Анатолийпе Галина Самакинсем 53 çул пĕрле пурăнаççĕ. Вĕсем виçĕ хĕр çуратса ỹстернĕ, тивĕçлĕ пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ 5 мăнукĕпе савăнаççĕ.

Анатолий Дмитриевич Мускаври ял хуçалăх институтĕнчи экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Вăл районти ял хуçалăх управленийĕнче экономистра, тĕп экономистра, парти райкомĕн промышленноçпа строительство пайĕн заведующийĕнче, райисполкомра тăрăшнă, Патăрьел райповне ертсе пынă... Ăçта ĕçлесен те хăйне шаннă тивĕçе чунтан пурнăçланă. Ĕç ветеранĕ паян та килте лармасть, вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнче Общество канашĕн членĕ, округри Общество палатин председателĕ. Ĕçне кура сумлă наградăсем те туллиех.

 Галина Васильевна Канашри финанс техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн пĕр вăхăт Шупашкарти агрегат заводĕнче экономистра тăрăшнă. Кайран чылай çул районти почта çыхăну уйрăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă. Вăл "Раççей Федерацийĕн çыхăну мастерĕ" сумлă ята илнĕ.

 Пăлапуç Нурăсĕнчи Артамоновсем пурнăç сукмакĕпе юнашар утма пуçлани кăçалхи февральте 50 çул çитнĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса пурăннăран йывăрлăхсене çĕнтерсе пынă. Геннадий Георгиевич шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах "Маяк" колхозра шалу енĕпе учетчик пулса ĕçленĕ. Чăваш ял хуçалăх институтĕнче (аграри университетчĕ халĕ) инженер-зоотехник профессине алла илнĕ. Аслă пĕлỹллĕскере пĕрремĕш комплекслă бригадăн бригадирĕн тивĕçне шаннă. 30 çул ытла "Маяк" колхозăн парти организацийĕн секретарĕнче, 20 çул ытла Ишлĕри ял Совет председателĕнче, Ишлĕ ял администрацийĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. Мăшăрĕ пулма вăл Ишлĕ хĕрне суйланă. Валентина Ивановна - Улатăрти ял хуçалăх техникумĕн выпускникĕ. Колхозра 14 çул экономистра, кайран кадр енĕпе инспекторта вăй хунă.

Хисеплĕ мăшăр икĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса ỹстернĕ. Пурте аслă пĕлỹллĕ, пурнăç çулĕпе çирĕп утăмсемпе пыраççĕ.

Шăнкăртамри Минегали Ямалетдиновичпа Меслимя Алялетдиновна Хафизовсем те февральте ылтăн туйне паллă тунă. Шел пулин те, чире пула кил хуçи мăшăрĕ уява хутшăнаймарĕ.

Минегали Ямалетдинович Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен, Горькинчи аслă парти шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Жданов ячĕллĕ колхозра тĕп инженерта, колхоз председателĕнче, Патăрьел райисполком председателĕн пĕрремĕш çумĕнче - районти агропромышленность пĕрлешĕвĕн председателĕнче, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕнче ĕçленĕ. "Новая жизнь" фермер хуçалăхне, "Урняк" ял хуçалăх производство кооперативне ертсе пынă. Ветеран тĕрлĕ шайри наградăна тивĕçнĕ. Паян та округăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнать. Вăл муниципалитетри агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен канашĕн председателĕ.

 Меслимя Алялетдиновна Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Кĕçĕн класри ачасене пĕлỹ тĕнчине илсе кĕнĕ. Кайран Шăнкăртамри "Ромашка" ача сачĕн заведующийĕ пулнă.

Хисеплĕ мăшăршăн чи хакли - икĕ ывăлĕпе хĕрĕ тата 8 мăнукĕ.

 Виçĕ çемье пуриншĕн те, уйрăмах çамрăксемшĕн, тĕслĕх вырăнĕнче. Паллах, вĕсен те пурнăçĕ кал-кал çеç тикĕс çулпа пыман, апла пулсан та йывăрлăхсене çĕнтерсе, пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурăнма тăрăшнă. Мăшăрсенчен илнĕ интервьюра кашнийĕ çакна палăртрĕ.

 Патăрьел муниципалитет округĕн пуçăхĕ Рудольф Селиванов пурне те ăшшăн Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе саламланă май хисеплĕ мăшăрсене тата нумай çул пĕрле пурăнма, ачисен, мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнма сунчĕ.

"Юратупа шанчăклăхшăн" медале тивĕçнĕ çемьесен ачисемпе мăнукĕсем çывăх çыннисемшĕн хĕпĕртенине, вĕсемпе мухтаннине палăртрĕç.

 Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика