Çамрăксем - çĕршыв малашлăхĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.07.2024, 11:00 Просмотров: 252

"Чăваш Ен çамрăкĕсем - республикăмăра, Раççейĕмĕре юратакан, хăйĕн йăх-несĕлне асра тытакан, малашлăха шанчăклăн утакан патриотла ăру..." - çапла хак пачĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çитĕнекен ăрăва Çамрăксен кунĕпе саламланă май.

Патăрьелĕнчи ачасен искусство шкулĕнче йĕркеленĕ "Çамрăксен планети" фестиваль çак шухăшсене тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕн хастар çамрăкĕсем чăннипех те муниципалитет округĕн мăнаçлăхĕ, çĕршыв малашлăхĕ пулнине куçпа курса ĕненме май пулчĕ.

Мероприяти ырă пулăмран, пултарулăх шкулĕнче яш-кĕрĕме пĕр чăмăра пĕрлешме, аталанма, вăхăта усăллă ирттерме пулăшакан çамрăксен обществăлла территори центрне (ТОП) уçнинчен пуçланчĕ. Сăмах май каласан, республикăра паянхи куна çакнашкал 14 территори. Вĕсенчен иккĕшĕ (пĕрремĕшĕ - Патăрьелĕнчи тĕп вулавăшра) Патăрьел муниципалитет округĕнче.

Çамрăксен фестивальне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикинчи Ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, Чăваш Республикинчи ШĔМĕн çул çитмен ачасемпе тимлекен подразделени руководителĕ Наталия Чапурина, Чăваш Республикинчи Вĕрентỹ министерствин "Центр образования и комплексного сопровождения детей" центр ертỹçи Ольга Пашковская хутшăнчĕç. Кашниех хальхи вăхăтра çакнашкал территорисем кирлине, патшалăх, вырăнти власть çамрăксене аталанма, пĕр вăя пĕрлешме кирлĕ условисем туса панине, вĕсен çулне уçнине каларĕç, çамрăксене малашне те пурнăçра пысăк хастарлăх сунчĕç.

Фестиваль савăнăçлă та кăмăллă самантсемпе те пуян пулчĕ. Кунтах шкултан вĕренсе тухнă чи-чи пултаруллă та маттур выпускниксене ылтăн тата кĕмĕл медаль илнĕ ятпа саламларĕç. Патăрьел муниципалитет округĕнчен кăçал 142 каччăпа хĕр вĕренсе тухрĕ, алла аттестат илчĕ. Вĕсенчен 26-шĕ ылтăн, 10-шĕ кĕмĕл медале тивĕçни вара çамрăксем хăйсен умне лартнă тĕллеве пурнăçлама пултарнине тепĕр хут çирĕплетет.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çамрăксем хушшинче профессиллĕ ăсталăхне, вĕсен статусне пысăклатас тĕллевпе çамрăк специалистсем хушшинче чи лайăххисене палăртасси ырă йăлана кĕчĕ. Мероприятинче тĕрлĕ сферăра тăрăшакан 13 çамрăк специалиста конкурс çĕнтерỹçи пулнă ятпа саламларĕç. Кунтах "Ялта чи лайăххисем" республикăри слета хутшăннă, федераци проекчĕпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хăтлă объектсемшĕн онлайн-сасăлавра хастарлăх кăтартнă çамрăксене Патăрьел муниципалитет округĕн Тав çырăвне парса чыс турĕç.

 "Çамрăксен планети" фестиваль çавра сĕтел тавра калаçупа вĕçленчĕ. Тĕп хуламăртан килнĕ ведомство представителĕсемпе Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен комиссин членĕсем, профилактика субъекчĕн ертỹçисем хальхи вăхăтра çул çитмен ачасене тĕрĕс çул çине тăратма уйрăмах тимлĕх уйăрмалли ĕçсем, пĕрлехи вăйпа татса памалли ыйтусем тавра та калаçрĕç.

 Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика