Шел пулин те паянхи кун Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсенче кун пек çынсем сахал мар. Çемьесем çурт-йĕрпе, хуçалăхпа пурăнаççĕ, харпăрлăхри çĕрпе усă кураççĕ, çав вăхăтрах çурт умĕнчи е çул хĕрринчи хăйсен мар лаптăкпа та ирĕккĕн хуçаланаççĕ. Уншăн патшалăха налук та, аренда та тỹлемеççĕ, çав вăхăтрах урама хăтсăрлатаççĕ, тирпейсĕрлетеççĕ, иртен-çỹрене е кỹршĕ- аршăна та кансĕрлеççĕ...
Хаçат редакцийĕн ĕçĕпе вырăнсене тухса çỹренĕ май çакăн пек куçа тирĕнекен ỹкерчĕксене тăтăшах курма пулать. Акă, пĕр ялта çемье пуçлăхĕ аслă çул хĕрринченех хăйĕн "автопаркне" уçнă. Унта темĕнле техника та пур, ытти тимĕр-тăмăр та сапаланса выратать. Сăмах май каласан, халĕ çеç хуçаланмасть вăл патшалăх çĕрĕпе, темиçе çул урама, аслă çул хĕррине çапла тирпейсĕрлетет.
Тепĕр ялта аслă çул хĕрринчен аякрах та мар хур-кăвакала çỹреме лаптăка сетка-картапа тытса çаврăннă. Кунтах вĕсем валли шывра чăмпăлтатма шăтăк та чавса панă... Кил хуçи хăйĕн çĕрĕ çинче, пахчинче е картишĕнче кайăк-кĕшĕке вăхăтлăх усрама çакнашкал хỹтлĕх ăсталанă пулсан сăмах та çукчĕ. Халĕ вара вĕсем пĕрре урам илемне пăсаççĕ, тепре тирпейсĕрлĕх куçа тирĕнет, шăрăхра шăршă-маршă та сарăлать.
Вырăнти территори пайĕн, Роспотребнадзор е йĕрке хуралĕн ытти представителĕсем обществăлла территоринче килти кайăк-кĕшĕк тытакансене, хăйсен пайтишĕн ытти тĕллевпе усă куракансене кирек хăçан та чарма пултараççĕ. Вăл çĕр лаптăкĕ патшалăхăн! Саккун нормине пăхăнманни çĕрпе тĕллевсĕр усă курнин шутне кĕрет. Уншăн вара çĕр участокĕн кадастр хакĕн 1 проценчĕ чухлĕ, 10 000 тенкĕрен кая мар штраф та тỹлеттерççĕ.
Ял сăн-сăпачĕ, тирпей-илемĕ кунта пурăнакан çынсенчен килет. Хальхи вăхăтра кашни ялтах хăтлă, пур енĕпе те кăтартуллă пурăнакан хуçалăх та сахал мар. Вĕсем ĕне-выльăх, кайăк-кĕшĕк те тытаççĕ, техники те пур, пахча çимĕç акса-лартса çитĕнтерççĕ, çав вăхăтрах ялта, муниципалитет округĕнче "Чи кăтартуллă хушма хуçалăх" та шутланаççĕ. Вĕсен çурт умĕсенче тимĕр-тăмăр е ытти ăпăр-тапăр та купаланса выртмасть, хур-кăвакал та нартлатмасть... Ун вырăнне ĕçчен те тирпейлĕ хуçасен хапха умĕнченех дендрари "паркĕ" пуçланать, тĕрлĕрен чечек хăйĕн асамĕпе тыткăнлать.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |