Тухăçа çухатусăр пухса кĕртесчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.07.2024, 10:38 Просмотров: 152

 Хирти культурăсене çухатусăр пухса кĕртесси, вĕсене упрама тивĕçлĕ услови тăвасси - çак ыйту ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсемшĕн хальхи вăхăтра чи çивĕччи.

 Июлĕн 9-16-мĕшĕсенче ятарлă комисси членĕсем - Патшалăх техника надзорĕн Патăрьел округĕнчи инспекцийĕн начальникĕ - аслă инспектор Сергей Сафьянов, Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Ирина Хадарова ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене çитсе комбайнсене, пĕрчĕллĕ культурăсене алласа тирпейлекен агрегатсене тĕрĕслерĕç, тырă управĕсене пăхрĕç.

Патшалăх техника надзорĕн Патăрьел округĕнчи инспекцийĕн начальникĕ - аслă инспекторĕ Сергей Сафьянов пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăта 97 комбайн шутра тăрать. Рейд вăхăтĕнче 52 единици техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, 24-шне ĕççие хутшăнма ирĕк паракан документа панă. "Уй-хир карапĕсене" вырмана тивĕçлĕ шайра "Батыревский", "Исток", "Красное Знамя", "Куснар" хуçалăхсем хатĕрленĕ.

Йĕтемсемпе кĕлетсене пур хуçалăхра та тенĕ пекех дезинфекциленĕ, тасатнă, çĕнĕ тухăçа кĕтсе илме хатĕрленĕ.

Комисси членĕсем çавăн пекех ĕç хăрушсăрлăхне пăхăнасси, пушартан сыхланасси пирки те механизаторсемпе калаçу ирттернĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика