Пасар çулĕ çинче курăк ỹсмест

Категория: Публикации Опубликовано: 19.07.2024, 10:38 Просмотров: 181

 Патăрьелĕнчи "Юхма" пасар ик-виç çул каяллахи пек кĕрлесе те шавласа тăмасть пулсан та туянас текенсем хăйсене килĕшекен япаласене тупма пултараççĕ.

Тĕрĕссипе, кунта ĕнерхи кун çеç çук. Сентресем тулли тум-тир, атă-пушмак... Уйрăм çынсем те килте туса илнĕ, вăрмантан татса килнĕ продукцисене сĕнеççĕ. Милĕк вăхăчĕ пулнă май хурăнтан хатĕрленине (пĕр мăшăр) 130 тенкĕ ыйтаççĕ, юманăн вара 200 тенкĕ тăрать. Пилĕк литр хăмла çырлине - 1500, çĕр çырлине - 1200, кăвак çырлана (голубика) 1500 тенкĕпе сĕнеççĕ. Калаçса татăлсан кăштах чакараççĕ.

50 килограмлă шурă çăнăхшăн 1400 тенкĕ кăларса хума тивет. Сахăр песукĕ, 50 килограмм таяканни, 3300 тенкĕ тăрать. Тăварăн пĕр миххине, унта пĕр килограмлă 21 пачка, 500 тенкĕпе сутаççĕ.

Пулă юратакансем тăварланă селедкăн пĕр килограмне - 350 (пуçли), скумбри - 550 (пуçсăрри), тĕтĕмленĕ скумбри 850 тенкĕпе туянма пултараççĕ.

 Пахча çимĕçрен кишĕрĕн пĕр килограмне пасарта - 55, сухана - 40, сарă помидора - 140, хĕрлĕреххине - 120, хăяра 75 тенкĕпе сĕнеççĕ.

 Кăнтăрта çитĕнекен çырласем те сентре тулли! Куçа персик (пĕр килограмĕ 220 тенкĕ), нектарин (150), сарă слива (180), хĕрлĕ слива (140), виноград (320 тенкĕ) илĕртеççĕ.

Чечек лартмалли вăхăт иртсе пырать пулсан та мĕн тĕрлĕ кăна çеçке çук-ши: петуни, лили, флоксы... Вĕсене те туянаççĕ. Халăх халь умри пахчасенче те хитре пултăр тесе тăрăшать.

Сутуçăсем тавар туянакансем унчченхинчен сахалланнине калаççĕ. Çакă интернет-лавккасем - озон, ваилдбериз - уçăлнипе, çынсем вĕсенчен хăйсене кирлĕ япаласене çырăнса илнипе çыхăннине палăртаççĕ.

 Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика