Уй-хир хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 19.07.2024, 10:39 Просмотров: 151

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче "Батыревский" пĕрлешỹ вырма ĕçне пĕрремĕш пуçăнчĕ. 180 гектар йышăнакан кĕрхи тулла пухса кĕртме харăсах виçĕ комбайн тухрĕ. "Уй-хир карапĕсемпе" Геннадий Ялуков, Владимир Викторов, Вадим Краснов ĕçлеççĕ, вĕсене Владимир Кудряшов, Николай Викторов, Данил Краснов пулăшаççĕ. Кĕрхине пĕтернĕ хыççăн техника пăрçа анине куçать.

Нумай çул ỹсекен курăксене иккĕмĕш хут 2153 гектар çулнă. "Красное Знамя", "Куснар", "Труд" хуçалăхсенче ку ĕç малалла пырать, "Исток" çĕр ĕç фирминче вара вĕçленнĕ. Сăмах май, "Труд" кооперативра пĕр çул çитĕнекеннисене те пухса кĕртессипе ĕçлеççĕ.

Округра вăрлăх сухана кăларма пикеннĕ.

Утă 6862 тонна, сенаж 7578 тонна хатĕрленĕ.

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика