Июлĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикинче, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи инфомаци кунĕ иртрĕ.
Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем - Чăваш Республикин 2024 çулхи пĕрремĕш çур çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем, республика бюджечĕн пĕтĕмлетĕвĕсем, Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 555 çул çитнине халалланă уяв мероприятийĕсем. Тĕп ыйтусемпе пĕрлех информаци кунне хутшăннисем çынсене шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси те тимлĕхре пулчĕ. Çакăн валли сăлтавĕ те пур. Ку таранччен республикăри шыв объекчĕсенче 23 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Вăл шутра пирĕн муниципалитет округĕнче те пĕр çын путса вилнĕ.
Патăрьел муниципалитет округĕнче йĕркеленĕ Пĕрлехи информаци кунне Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов хутшăнчĕ. Чăн малтанах республикăн çур çулхи кăтартăвĕсене пăхса тухрĕç. Кăçалхи çур çулта республика хыснин тупăш пайĕ 30,3 миллиард тенкĕ пулнă. Маларахри çулхи çак вăхăтра 24,7 миллиард тенкĕ. Расхучĕпе вара 4,2 процент ытларах - 43,4 миллиард тенкĕ.
Эмир Нуртдинович республика аталанăвĕпе паллаштарнă май, Чăваш Ен промышленность производствине индексацилес тĕлĕшпе те федерацин Атăлçи округĕнче кăçалхи пилĕк уйăхра пĕрремĕш вырăн йышăннине палăртрĕ.
Чăваш çĕршывĕн тĕп хули хăйĕн пысăк юбилейне - 555 çулне - паллă тума хатĕрленет. Раççей Федерацийĕн карттине ландшафт композиципе ăсталани пысăк объектсенчен пĕри пулĕ. Çак проекта ытти регионсем те хутшăнаççĕ.
Информаци кунне хутшăнакансем Украинăри ятарлă çар операцийĕн паттăрĕн амăшне, Еншикри Вероника Исакова ячĕпе çар командирĕнчен килнĕ Тав çырăвне сумлă лару-тăрура пачĕç, ывăлне тивĕçлĕ воспитани панăшăн, чăн-чăн çĕршыв хỹтĕлевçи çитĕнтернĕшĕн тав турĕç.
Çуллахи шыва кĕмелли тапхăр малалла пырать. Шăрăх çанталăкра çынсем чылайăшĕ кỹлĕ хĕрринелле туртăнаççĕ. Кану вырăнĕсенче мĕн пур хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Уйрăмах ачасене хăйсен тĕллĕн шыва кĕме яни теветкеллĕхпе çыхăннă.
Информаци ушкăнĕ Сител кỹллинче, çак таврашрах Первомайски халăх пуçарăвĕпе туса лартнă "Çут çăл" часовня территорийĕнче, Шăхач территори пайĕнчи Кĕçĕн Чементи вăрман çумĕнчи "Çут çăл" кану вырăнĕнче пулчĕ, ырă пуçарупа пысăк ĕç тунине палăртрĕ.
- Чăваш Енри Экологи тата çут çанталăк пурлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăк Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн чылай ырă ĕçпе палăрса юлĕ. Кĕçĕн Чеменсем халăх вăйĕпе, хастарлăхĕпе хăтлăх кỹнĕ "Çут çăл" кану вырăнĕ хамăр тăрăхра çеç мар, республикăра та палăрчĕ. "Пăла пуçламăшĕ" проект та туристсемшĕн кăсăклă вырăн пулса тăрĕ. Пирĕн тĕп тĕллев малашне те тапса тăракан çăлкуçсене пурнăç парнелесе вĕсене ратнепе, çемьепе пăхса тăрасси. Ун пек пулсан вĕсен ĕмĕрĕ тата вăрăмрах, тирпей-илемĕ те ытларах пулĕ,- терĕ муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов информаци кунне пĕтĕмлетнĕ май.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |