Туслăх пытăр ĕмĕре!

Категория: Публикации Опубликовано: 19.07.2024, 10:40 Просмотров: 163

 Чăваш Ен делегацийĕ Беларуç Республикинче ĕçлĕ визитпа пулнă. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çул çỹрев тĕллевĕсене уçăмлатнă май пĕрле пурнăçа кĕртмелли проектсене тишкерни пирки пĕлтернĕ. Беларуç Республикин Президенчĕ Александр Лукашенко Чăваш Ен делегацине йышăннă, калаçса килĕшни пĕтĕмпех пурнăçланассине шантарнă.

Олег Николаев Беларуç Республикин Президенчĕпе тĕл пулни икĕ регионăн хутшăнăвĕсене çĕнĕ вăй парассине, импорта улăштарас тата технологи суверенитетне йĕркелес тĕлĕшпе пуçарнă пĕрлехи ĕçе малалла тума пулăшассине палăртнă. Тĕпрен илсен, ял хуçалăх, промышленность, машиностроени, строительство, вĕрентỹ, сывлăх сыхлавĕ, туризм тата ытти тытăмри ыйтусене сỹтсе явнă.

Беларуç Республикинче паян 650 ытла чăваш пурăнать. Минск, Гомель, Гродно хулисенче вĕсем уйрăмах йышлă. Çавна май республика Пуçлăхĕ кунти чăвашсен "Атăл" пĕрлĕхĕн хастарĕсемпе те тĕл пулнă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн те Беларуç çĕршывĕ ют мар. 2024 çулхи февраль уйăхĕнче Мускавра Патăрьел муниципалитет округĕпе Беларуç Республикинчи Витебск облаçĕнчи Витебск районĕ çыхăнăва çирĕплетес тĕлĕшпе килĕшỹ çырнăччĕ. Çак кунсенче вара пирĕн округ делегацийĕ те Витебск районĕнче пулнă май вĕрентỹ, культура, спортпа туризм сферисенче тата депутатсен корпусĕсем пĕрле тăрăшас пирки çĕнĕ килĕшỹсем тунă, "БелВитунифарм" пĕрлешĕве, "Мазоловогаз" ял хуçалăх предприятине, И.Е.Репинăн "Здравнево" музей-усадьбине, "Ганна" чăх-чĕп фабрикине, "Дреколье" сунар комплексне çитсе курнă. Çавăн пекех Шапуры ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне чечексем хунă, пуç тайнă.

Маларах вара Юхмапа Пăла тăрăхĕнче "Патăрьелĕнчи тата Витебскри çуркунне" онлайн конкурс йĕркеленĕччĕ. Контактра социаллă сетьре 900 ытла çын икĕ республикăн илемне уçса паракан ĕçсем тăратнă пулнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов конкурса пĕтĕмлетсе Витебскри çĕнтерỹçĕсене саламланă. Сăмах май каласан, Рудольф Васильевич Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан делегаци йышĕнче ытти ĕçлĕ тĕл пулусене те хутшăннă.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика