Фестивальтен - пысăк хавхаланупа

Категория: Публикации Опубликовано: 19.07.2024, 10:47 Просмотров: 148

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ Абхази Республикинчи Сухум хулине йĕркеленĕ Пĕтĕм тĕнчери наци культурин "Алтын Майдан Абхазия-2024" фестивальне хутшăннă. Унта çĕршыври хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем пултарулăхĕсене кăтартнă. Коллективсем конкурссене явăçнă.

Малтан Тыва Республики этнокаçра хăйсен нацийĕн юрри-ташшипе, йăли-йĕркипе тĕлĕнтернĕ.

Фестивалĕн иккĕмĕш кунĕ Гал хулинче иртнĕ.

 Конкурса чылай коллектив хутшăннă. Хăнасем пурте хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Жюри членĕсене вĕсен ăсталăхне хак пама çăмăл пулман. Пурин пултарулăхĕ те çỹлти шайра тăнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕн ывăл-хĕрĕ 1, 2, 3 степеньлĕ дипломсене сахал мар илнĕ.

Каçхине мастер-классем иртнĕ. Вĕсенче сцена çине тухмаллине, халăх юррине мĕнле шăрантармаллине, актер ăсталăхне тата ыттине вĕрентнĕ. Патăрьел муниципалитет округĕнчи çитĕнекен ăрăвăн ашшĕ-амăшĕ "Пукане-управçă" мастер класс ирттернĕ, пĕрремĕш степеньлĕ лауреата тивĕçнĕ.

Чăвашсен этнокаçĕ валли те кун уйăрнă. Унта хăнасене çавра çăкăрпа, кăпăклă сăрапа, шăрттанпа сăйланă. Вĕсем çавăн пекех "Чебо" чипсы тутанса пăхнă. Йăла-йĕрке ташшисене, юррисене, вăййисене кăтартнă. Хастаррисем парнесемлĕ пулнă. "Тĕнчери халăхсен йăли-йĕрки" номинацире çамрăк артистсем каллех пĕрремĕш степеньлĕ лауреат дипломне тивĕçнĕ.

 Çитĕнекен ăрупа ашшĕ-амăшĕ наци культурине анлăн çутатма тăрăшнă. Ăна малалла аталантарса пыма пултарнине çирĕплетнĕ. Пултарулăха регион тулашне илсе тухнине кăтартнă. Вĕсенче чăваш халăхĕшĕн хăпартланни палăрнă.

Инçе çула çывăхлатма Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕ, "Батыр" кооператив, "Строитель Ç" пĕрлешỹ пулăшнăшăн тем пекех хĕпĕртеççĕ ачасем.

 Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика