Пурлăх ĕçлемесĕр пулмасть

Категория: Публикации Опубликовано: 19.07.2024, 10:48 Просмотров: 180

Аслă Чементи Алексей Матросов фермер хуçалăхĕ 100 гектар ытларах çĕрпе усă курать. Унта пĕрчĕллĕ культурăсем тата курăк çитĕнтереççĕ. Туса илнĕ продукцие ăçта вырнаçтарассипе пăшăрханмалли çук. Ялтан инçех мар вите тунă, унта вăкăрсем, пăрусем, лашасем тăраççĕ, килти хуралтăра ĕнесем тытаççĕ.

- 2014-2015 çулсенче фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕмĕр. Усă куракан çĕр пайĕ малтан пĕчĕкчĕ, кайран вара ялти çынсем арендăна пачĕç. Нумай пулмасть вăрман çывăхĕнчи лаптăка тара илтĕмĕр. Выльăх тытас шухăша та пурнăçа кĕртрĕмĕр. Хамăр вăйпа вите турăмăр. Тракторпа кăкарса çỹремелли хатĕрсене те патшалăх пулăшăвĕсĕрех туяннă, - тет кил хуçин мăшăрĕ, ăна вăй парса, хавхалантарса тăраканĕ Надежда Витальевна.

Ĕçчен çемье канăçлăх мĕнне пĕлмест. Ирхи тăватă сехетченех вĕсем ура çинче. Выльăхĕсене пăхнă хыççăн Алексей Владимирович çуркуннерен пуçласа мĕн хура кĕркуннечченех тракторпа хире васкать. Сухаламалла, сỹрелемелле е акмалла, е утă хатĕрлемелле чухне хăйех пурнăçлать. Хăш-пĕр чухне руль умĕнче аслă ывăлне курма пулать, вăл пушă вăхăчĕ тупăнсанах ашшĕне пулăшма васкать. Сăмах май, Матросовсен 5 ача: виçĕ ывăл та икĕ хĕр. Иккĕшĕ килтен тухса кайнă ĕнтĕ, ыттисем Аслă Чементи шкулта вĕренеççĕ. Нумай пулмасть вĕсем нумай ачаллă çемьесене патшалăх çурт-йĕр условине лайăхлатма паракан сертификата илнĕ.

Фермерсен ырă йăла пур: вĕсем пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеççĕ. Алексей Матросов Сергей Фроловпа пурри-çуккине пĕрле пайлать. Вырма вăхăтĕнче Сергей Николаевич çулленех тыр-пула пухса кĕртме комбайнпа тивĕçтерет. Ыттисемпе те Алексей Владимирович килĕшỹре.

 Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика