Эмел курăкĕ пуçтаратпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 19.07.2024, 10:48 Просмотров: 147

Çăка чечекне вăрри пуличчен пуçтармалла. Чылайăшĕ çакна пăтраштарать. Чечекĕ сỹнсен унри усăллă япаласем çухалаççĕ. Ăна вăхăтра пуçтарса, тĕрĕс типĕтсе хатĕрлесен шăнса пăсăлсан, гастритран, пыр ыратсан сипленме пулăшать.

Утмăл турата июнь уйăхĕн тăршшĕпех хатĕрлеме юрать. Анчах кăвак тĕслĕ сывă чечексене çеç татмалла. Вĕсенче кăна усăллă япаласем пур. Ват тата шăк çулĕсемпе, пỹре, пĕвер чирĕсемпе аптăракансемшĕн лайăх.

Вăрман хурăн çырлин çулçине чечеке ларма пуçласан та, çырли пулма тытăнсан та пуçтарма юрать. Усăлăхĕ пĕр пекех. Унран вĕретнĕ чей юна лайăхлатать, шыçăннине чакарать, чĕрепе юн тымарĕсен ĕçне йĕркелет.

 Сар çип утине (зверобой) июнь уйăхĕнчен пуçласа августченех татма май пур. Анчах пуçтарнă чухне çулçи тата чечекĕ пур пайне çеç татмалла. Сар çип утин темиçе тĕсĕнчен пĕри кăна усăллă. Ăна чечек çумĕнчи çулçинчен уйăрма пулать. Вĕсем çинçе, шĕвĕр, яка пулаççĕ.

Чĕре курăкĕ (пустырник) июнь уйăхĕн вĕçĕнче чечеке ларать. Ăна пуçтарма аяларах чечекĕсем çурăлса çитнĕ, çỹлтисем папка кăларнă вăхăта кĕтмелле, çỹлереххисене çеç татмалла. Туни 5 миллиметртан сарлакараххисене илмелле мар, унра усăллă япала юлман.

Чĕре курăкĕ нерв тытăмне лайăх витĕм кỹрет, юнри холестерин шайне чакарать.

Шĕпĕн курăкĕ (чистотел) пуçтарнă чухне асăрханмалла. Вăл наркăмăшлă, çавăнпа перчетке тăхăнмалла. Ĕçленĕ вăхăтра пит-куçа тытма юрамасть, алла тỹрех çумалла. Унпа эпидермисран (ỹт чирĕ) сипленнĕ чухне, шатра тухсан усă кураççĕ.

Асăрхаттарни: халăх медицинин меслечĕсемпе усă курма тытăниччен тухтăрпа канашламалла.

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика