Контейнера сĕтел- пуканпа тултарар мар

Категория: Публикации Опубликовано: 19.07.2024, 10:49 Просмотров: 167

Хальхи вăхăтра ял çыннисем хуларинчен кая мар пурăнаççĕ. Кил-çуртра мĕн пур хăтлăх пур. Пăрăхран шыв кĕрет, каяшĕ те тухать. Çурта газпа хутса ăшăтатпăр. Сĕтел-пуканĕ те килĕшỹллĕ. Çынсем вĕсене çĕнетсех тăраççĕ. Анчах киввине пурте кирлĕ пек вырнаçтармаççĕ. Çĕннине туянаççĕ те йăлăхтарнине çỹп-çап тăкакан контейнер умне тухаççĕ те пăрахаççĕ. Акă, Патăрьелĕнчи Гагарин урамĕнчи çул хĕррине вырнаçтарнă контейнерсемпе юнашар темиçе эрне каяллах икĕ пысăк креслăна илсе килсе хунă. Кивĕскерсем кама та пулин кирлĕ пулĕ тенĕ-ши? Енчен те кашни çын юрăхсăра тухнă шифоньерне, кроватьне, шкафне çỹп-çап пуçтаракан контейнер умне килсе пăрахсан унтан иртсе çỹреме те май пулмĕ.

Аса илтеретпĕр: ялсенче ятарлă площадкăсенче вырнаçтарнă контейнерсене строительство материалĕсене, пахча çимĕç каяшĕсене, йывăç турачĕсене тата ыттине те пăрахма юрамасть. Унта кил хуçалăхĕнчен тухакан хытă каяша çеç пăрахмалла!

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика