Ырă хыпар савăнтарать

Категория: Публикации Опубликовано: 19.07.2024, 10:50 Просмотров: 154

Патăрьел тăрăхĕнче лаша спортне кăмăллакансем, урхамахсемпе старта тăракансем чылайăн. Вĕсем тĕрлĕ шайри, хулари ăмăртусене хутшăнса çĕнтерỹпе таврăнаççĕ, муниципалитет, республика чысне çỹле çĕклеççĕ. Çак кунсенче вара ырă хыпар çитрĕ. Кивĕ Ахпỹртре çуралса ỹснĕ Николай Пыркин тата Шăнкăртамри Альберт Хамбиков "Юртă ăратлă лашасене çỹреме хăнăхтарассипе тăрăшакан юланутçă-маçтăр" ("Мастер-наездник по испытаниям лошадей рысистых пород") хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Сăмах май, иккĕшĕ те утсене чуптарассипе чылай çул вăй хураççĕ. Маларах çак сума Валерий Красновпа Анатолий Каргин илнĕ. Вĕсене те Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕлмен çын сахал.

(Хамăр корр).

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика