Çулсем иртни кỹмест тунсăх

Категория: Публикации Опубликовано: 19.07.2024, 10:50 Просмотров: 161

 Именккассинче пурăнакан Петр Малова 90 çул çитнĕ тата Тинĕс-çар флочĕн кунĕ çывхарнă май Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, Хирти Пикшик территори уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Петр Иванов, агропромышленность комплексĕн районти канашĕн председателĕ Минегали Хафизов тата ытти юлташĕсемпе тăванĕсем ăшшăн саламларĕç.

Петр Максимович Çурçĕр флотĕнче службăра тăнă, Çĕнĕ çĕр çинче çĕнĕ хĕç-пăшала тĕрĕсленĕ çĕре хутшăннă. Хĕсметрен таврăнсан хăйĕн пурнăçне агропромышленность комплексĕпе çыхăнтарнă. Саламлама килнисем юбиляра тата нумай çул сывлăхпа пурăнма суннă май ăçта вăй хурсан та хăйне шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн, муниципалитет экономикине аталантарассишĕн тăрăшнăшăн, тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсем пĕрлехи вăйпа "С нами Бог и Андреевский флаг" кĕнекене пичете хатĕрленĕ чухне ялти моряксем пирки чылай информаци пухса панăшăн тав турĕç.

Владимир ПАЙМУЛЛИН, тинĕс-çар флочĕн ветеранĕ

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика