Кил ăшшине упракансем

Категория: Публикации Опубликовано: 26.07.2024, 17:39 Просмотров: 99

Çут тĕнчене кун çути курма килнĕ кирек мĕнле пепкен пурнăçĕ те çемьерен пуçланать. Çак "йăвара" вăл тивĕçлĕ ăс-тăн, воспитани илсе çитĕнет, каярахпа хăй те çунат сарса вĕçсе тухса каять. Атте-анне ачашăн ăна кирек хăш вăхăтра та хăйĕн хỹтлĕхне илекен, алă тăсса пулăшакан чи-чи çывăх çын. Вĕсем килĕштерсе те пĕр-пĕрне ăнланса, юратса пурăнни те ачашăн пысăк телей, савăнăç, хавхалану, ырă тĕслĕх.

 Юхмапа Пăла тăрăхĕнче нумай-нумай çул пĕр сукмакпа утакан мăшăр сахал мар. Патăрьел муниципалитет округĕнчи ЗАГС пайĕ вĕсене шута илсе çулсеренех саламласси ырă йăлана кĕчĕ. Акă, 2024 çулта, Раççейри Çемье çулталăкĕнче чылай çул пĕрле пурăнакан 75 мăшăра сумлă лару-тăрура саламлама палăртнă. Вĕсенчен чи кĕçĕннисем - 50 çул каялла çемье çавăрнă. Паллă çулталăкра 28 мăшăр ылтăн туй кĕрлеттерĕç. 33 çемьере хисеплĕ ĕç ветеранĕсене, юратнă тăванĕсене изумруд (55 çул), 8-шĕнче бриллиант (60 çул), 5-шĕнче тимĕр (65 çул) туй ячĕпе ырă та ăшă сăмахсем янăрĕç. Çак çулхинех пĕр çемье платина туйне паллă тăвĕ. Кун пек тĕслĕх шел пулин те нумай мар. Юратнă çынсем 70 çул (!) пĕр-пĕрне хавхалантарса пурăнаççĕ.

"Демографи" наци проекчĕн тытăмĕсенчен пĕри - "Аслă ăру" проект. Пирĕн патшалăх, муниципалитет округĕ нумай çул пĕр-пĕрне ăнланса пурăнакан çемьесене хавхалантарас тĕллевпе сахал мар тимлет. Çакнашкал çемьесем - паян пĕрлешекен мăшăрсемшĕн, çитĕнекен ăрушăн - ырă тĕслĕх.

Наталья ЕМЕЛИНА, Патăрьел муниципалитет округĕнчи ЗАГС пайĕн начальникĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика