Пысăк тỹсĕм - спортсменсемшĕн ỹсĕм хыççăн ỹсĕм...

Категория: Публикации Опубликовано: 26.07.2024, 17:40 Просмотров: 149

Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулĕнчи триатлон кружокне çỹрекен ачасем çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ республикăна, хулана çитсе ишессипе, велосипедпа, çуран чупассипе хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Чылай чухне вара инçе çултан çĕнтерỹпе таврăнаççĕ. Акă, çак кунсенче çеç Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти ултă çынран тăракан команда Санкт-Петербургра триатлон енĕпе ирттернĕ финал ăмăртăвне хутшăннă. Раççейри чи-чи вăйлă командăсем хушшинче пирĕн спортсменсем каллех начар мар кăтартупа савăнтарнă.

Çивĕч кĕрешỹре Карина Ежова пăхăр медаль илме тивĕçнĕ. Динар Рафиков, Милана Алексеева, Самир Ямалетдинов, Самира Янешева, Мария Викторова та лайăх кăтарту тунă, кашниех финишер медальне, футболка, Раççей Федерацийĕн триатлонĕн парнине илме тивĕçнĕ.

Çак çитĕнỹ Светлана Рубцовăпа Валерий Платонов тренерсен ырми-канми ĕçĕн "çимĕçĕ".

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика