АЛЕКСАНДР Невский княçе асăнса лартнă Патăрьел чиркĕвĕнчи Борис Носков иерей пирки ырă та ăшă сăмахсене кĕлĕ çуртне çỹрекенсенчен сахал мар илтме пулать. Çамрăк священник пуринпе те пĕр чĕлхе тупса калаçать, чиркĕве çỹрекенсемпе чăн-чăн çывăх тăван пек хутшăнать, вĕсене Турă саккунĕсене пăхăнса пурăнма вĕрентет... Сăмах май каласан, вăл хăй те çак чиркỹрех тивĕçлĕ воспитани илнĕ. Унăн амăшĕ Нина матушка та чылай çул кĕлĕ çуртĕнче юрлать, ашшĕ те кунтах тăрăшнă пулнă. Вуншар çул çак чиркỹре вăй хунă Алексий Федоров протоиерейĕн мăнукĕ паян кукашшĕ такăрлатнă чиркỹ сукмакĕпе утать. Çак кунсенче çеç вăл Турра ĕненекенсемпе хăйĕн савăнăçне пайланă. Мал ĕмĕтлĕ пачăшкă Саранск тата Мордва епархийĕ çумĕнчи Саранскри духовнăй семинаринчен вĕренсе тухни çинчен диплом илнĕ.
Ноябрь 2024 |