Турнира Шахмат кунне халалланă

Категория: Публикации Опубликовано: 26.07.2024, 17:53 Просмотров: 120

 ИРТНĔ шăматкун Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулта Пĕтĕм тĕнчери шахмат кунне халалласа турнир иртнĕ. Округри шахмат федерацийĕн председателĕ Рифкат Сафиуллов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, ăмăртăва хуласенчи спортсменсем те хутшăннă. Çивĕч кĕрешỹре арçынсенчен пĕрремĕш вырăна В.Суйманов (Патăрьел), иккĕмĕшне В.Чернов (Ульяновск), виççĕмĕшне В.Матвеев (Тольятти) тухнă. Хĕрарăмсенчен Еншикри Е.Краснова - пĕрремĕш, Тутар Сăкăтĕнчи А.Айзатуллова - иккĕмĕш вырăнсенче. Культ сох "Кĕмĕл" волонтерсем те çамрăксен территорийĕпе кăмăллă ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнчи ачасен пултарулăх шкулĕнче нумай пулмасть çеç хута кайнă çамрăксен обществăлла территорийĕ пĕрре те пушă тăмасть. Унта ытларах çул çитмен çамрăксем, яш-кĕрĕм пуçтарăнса вăхăтне усăллă ирттерет. Хальхинче çак центра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи "кĕмĕл" волонтерсем хапăл тунă. Чăн малтанах вĕсем Мидхат Шакиров ỹнер- çĕ-волонтерăн паха ĕçĕсен куравĕпе паллашнă, ун хыççăн Патăрьелĕнчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр ертỹçипе Николай Ялуковпа çавра сĕтел ирттернĕ, хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене сỹтсе явнă.

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика