Севок кăлараççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.07.2024, 17:57 Просмотров: 159

Патăрьел муниципалитет округĕнче вырмапа пĕрлех сухан-севок анисенче те ĕç вĕрет. Раççейре туса илекен сухан-севокăн 75 процентне шăпах Чăваш Енре çитĕнтереççĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕ вара çак культурăна ỹстерес тĕлĕшпе тĕп лапам тесен те йăнăш пулмĕ. Продукци хамăр çĕршыва кăна мар, Беларуçпе Казахстана та ăсанать.

Кăçал сухан-севока пирĕн патра 1500 гектар ытла акнă пулнă. "Весна" тулли мар яваплă пĕрлешỹ, "Корма" çĕр ĕç фирми, Л.Краснова, В.Кузнецов, Е.Мартышкин, А.Краснов, Ф.Савдеров, Ю.Кротов, В.Гладков, Э.Шайкина, В.Мулюков, В.Антонов, М.Жукова, С.Салмин, В.Федоров, О.Кошкин, С. Перепелкин, Д.Иванов, Л.Семенов, В.Михайлов хресчен фермер хуçалăхĕсем, М.Углев уйрăм предприниматель ку енĕпе - лидерсем. Пурĕ вара 70 ытла субъект тăрăшать. Çавăн пекех килти пахчасенче çитĕнтерекен те сахал мар.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика