Тĕп тĕллев - çынсене тăнăçлăхпа тивĕçтересси

Категория: Публикации Опубликовано: 26.07.2024, 17:57 Просмотров: 139

 РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн 2024 çулхи çур çулхи кăтартăвĕсемпе дежурнăй пая преступленисемпе заявленисем кĕресси 9,4 процент чакнă. Мĕн пурĕ 3093 информацие шута илнĕ. Çапах çакă йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен хăйсен яваплăхне чакармалли сăлтав пулмалла мар. Малашне те пирĕн тĕп тĕллев - муниципалитет округĕсенче тăнăçлăха упрасси, преступлени тăвакансемпе кĕрешесси.

Территоринчи криминогенлă лару-тăру пĕтĕмĕшле илсен стабильлĕ, преступленисен шучĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 18,1 процент ỹснĕ. Кăçал 163, пĕлтĕр 138 преступлени пулнă.

Полици сотрудникĕсем преступленисене тупса палăртас тата вĕсене уçса парас тĕллевпе тимлеççĕ. Пĕлсе тăрса сывлăхшăн йывăр, вăтам тата çăмăл сиен кỹнĕ тĕслĕхсене, хĕненипе, асаплантарнипе, вĕлерессипе хăратнипе, çул-йĕр правилине пăснипе, кỹрентернипе тата власть представителĕсем тĕлĕшпе пусмăрланипе çыхăннă фактсене пурне те уçса панă. Мĕн пурĕ 77 çын ячĕпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Отчетлă тапхăрта 39 преступление (21,9 процент) уçса парайман. Çавăнпа та пĕтĕмĕшле преступленисене уçса парасси те пĕлтĕрхинчен 3,9 процент чакнă, 73,3 процентпа танлашать (пĕлтĕр 76,3 процент пулнă).

 Муниципалитетсем хушшинчи уйрăмăн оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕнче малашне те пĕрлехи вăйпа шута илсе тăрăшмалли сăлтавсем те пур. Акă, Интернетпа усă курса тăвакан преступленисем пĕлтĕр 31 факт пулнă, кăçал - 43, çак усал ĕç 38,7 процент ỹснĕ. Мошенниксемпе çыхăннисем те 24 тĕслĕхрен 34 преступление çитнĕ.

Кăçалхи çур çулта тĕрлĕ сăлтава пула чарса лартнă 39 ĕçрен 29-шĕ ют çын пурлăхне çаратнипе çыхăннă. Вĕсенчен 24-шĕ каллех Интернет тетелĕпе усă курса тунăскерсем.

Асăннă тапхăрта çул çитмен ачасем преступлени тăвасси 100 процент, ушкăнпа тунисем 63,6 процент чакнă. Çапах та малашне полици сотрудникĕсен служба ĕçĕнче тата ытларах тимлĕх уйăрмалли сăлтав та пур: обществăлла вырăнта преступлени тăвакансем 5 процент, урамра çак çул çине тăнисем 6 процент ỹснĕ.

2024 çулхи çур çулта çул çинчи аварисен шучĕ 26 процент чакнă. Вилекенсем пулман (Турă сыхлатăр), аманнисен хисепĕ те 16 процент сахалтарах. Çур çулта çул-йĕр правилине пăснисен ячĕпе 1915 административлă протокол çырнă. Ỹсĕрле руль умне ларса çула тухакансем 18 процент чакнă. Çул-йĕр инспекторĕсем малашне те çынсемпе профилактика ирттерессипе ытларах тимлĕç.

Андрей АНДРЕЕВ, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ, полици подполковникĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика