Хĕрарăм - чун савни, ырă асанне- кукамай, юратнă мăшăр, ытарми анне...

Категория: Публикации Опубликовано: 26.07.2024, 17:58 Просмотров: 167

Хальхинче Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн ларусем ирттерекен Пысăк залне çавра сĕтел тавра Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен канашĕпе "Пĕрле" ыр кăмăллăх фончĕ йĕркеленĕ "Эпĕ - хĕрарăм" ("Я - женщина") конкурс хастарĕсем (сăн ỹкерчĕкре) пуçтарăнчĕç.

Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне хỹтĕленĕ чиперккесене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Светлана Чернова саламларĕ, Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн председателĕ Наталия Николаева ячĕпе кашнинех регионсем хушшинчи IV конкурсăн сертификатне парса чыс турĕ, малашне те муниципалитет пурнăçĕнче пысăк хастарлăх кăтартма ырă сунчĕ.

- Кăçал конкурса нихçанхинчен те йышлăн, 21 çын хутшăнса Патăрьелсен хастарлăхне, пуçарулăхне кăтартрĕç. Хальхинче конкурса кĕртнĕ çĕнĕ номинацисемпе çамрăк аннесем, журналист, СВО участникĕн мăшăрĕсем хутшăннине те ырламалла. Эсир пурте юратнă мăшăр, ытарайми анне, чун савни, кукамай-асанне, çав вăхăтрах муниципалитет округĕн мăнаçлăхĕ те. Ăнăçу та телей сире пурнăçра пурне те, çемье савăнăçĕ, ырă малашлăх,- терĕ Светлана Алексеевна конкурса хутшăннисене саламланă май.

 Патăрьел муниципалитет округĕнчи Хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Алена Горшкова та конкурса хутшăннисене малашне те пурнăçра пысăк хастарлăх, пуçарулăх сунчĕ.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика