Шыв хĕрринче канма та, хăвна тытма та пĕлмелле

Категория: Публикации Опубликовано: 26.07.2024, 17:58 Просмотров: 136

 Çу кунĕсене чылайăшĕ ĕçпе канăва кирлĕ пек шайлаштарса усă курма тăрăшать. Хĕвеллĕ те ăшă кунта çемьепе, çывăх çынсемпе уçланкăра е шыв хĕрринче ирттерни те начар мар. Анчах кирек мĕнле мероприятире те хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалла, инкек-синкек, пăтăрмах сиксе тухасран çирĕп асăрханмалла. Уйрăмах шыва кĕнĕ вăхăтра...

Çак кунсенче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен канашçи Юлия Селиванова, муниципалитет округĕн гражданла хỹтĕлев, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Григорий Каллин, çул çитмен ачасен правине хỹтĕлекен секторăн тĕп специалисчĕ Лариса Комиссарова, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн сотрудникĕсем шыва кĕме ирĕк паман вырăнсенче çынсем инкек-синкек ан курччăр тесе рейд ирттернĕ.

Пĕрлехи рейда хутшăннисем Кзыл Чишмари, Треньелĕнчи, Патăрьелĕнчи, Туçари кỹлĕсене çитсе кунти лару-тăрупа, шыва кĕме юраманнине, асăрханмаллине кăтартакан паллăсем пуррипе кăсăкланнă, кỹлĕ таврашĕнче канакансемпе шыв çинчи хăрушсăрлăх, инкекре çынна мĕнле пулăшмалли, тарăн е шанчăклă мар, тĕрĕслемен вырăнта ишме юраманни пирки калаçу ирттернĕ, кун пирки ятарлă памяткăсем валеçнĕ. Çакăн пек тĕрĕслевсем малашне те пулĕç.

Кăçал çанталăк шăрăх тăнăран шыври инкексен шучĕ уйрăмах ỹснĕ. Паянхи куна республикăра ирнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан шывра путса вилекенсем икĕ хута яхăн ытларах пулнă. Вĕсенчен чылайăшĕ эрех ĕçнĕ хыççăн теветкеленсе шыва кĕнĕ. Кун пек тума вара пачах юрамасть! Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕр çын путнă.

 Çуллахи кунсем кашни çыншăн, çав вăхăтрах ачасемшĕн те ырă та кăмăллă пулăмпа çеç асра юлччăр тесен шыв хĕрринчи хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнассине пурин те шута илмелле.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика