Чăваш Ен делегацийĕ июлĕн 14-16-мĕшĕсенче Беларуç Республикинче ĕçлĕ çул çỹревпе пулни çинчен "Авангард" хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Визит республика çак çĕршывпа тытакан çыхăнăва аталантарма пулăшмашкăн тивĕç. Икĕ енĕн тулашри суту-илỹ калăпăшĕ пĕлтĕр 94,6 миллион долларпа танлашнă - çак кăтартăва ỹстермелле. Çапла тумашкăн никĕс те пур. Ĕçлĕ çул çỹрев вăхăтĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Беларуç Президенчĕпе Александр Лукашенкăпа тĕл пулнă - кооперацие çирĕплетме хатĕррине Александр Григорьевич та çирĕплетнĕ.
Пире белоруссен эмелĕсем, çав шутра ветеринарире усă кураканнисем, унти техника, ытти тавар интереслентереççĕ. Беларуç пирĕн хими таварĕсемпе, хăмлапа, ыттипе кăсăкланать. Чăваш Ен çавăн пекех кĕрпе, çăнăх, сухан-севок ăсатма пултарать. Белоруссем Шупашкарти Травматологипе эндопротезировани тата ортопеди центрĕн, "Куç микрохиругийĕн" майĕсемпе усă курасшăн. Вĕсене сиплемешкĕн йышăнма хатĕр.
Техникăна илес пулсан - Чăваш Ен Беларуçра туса кăларакан 153 троллейбуса туянать. Унта пирĕн электротехника продукцийĕн позицийĕсем çирĕп. Çавăн пекех вĕсем "Трактор завочĕсем" концерн предприятийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Делегаци промышленность предприятийĕсенче пулнă - коопераци малалла аталанĕ. Визит вăхăтĕнче виçĕ килĕшĕве алă пуснă. Ял хуçалăх министертстви "Гомсельмаш" компанийĕпе тачă çыхăнса ĕçлĕ. Канаш хули Осипович хулипе тăванлашнă. Виççĕмĕш килĕшỹ пирĕн Инвестици аталанăвĕн агенстви Беларуçăн Инвестици тата приватизаци агенствипе туслă ĕçлессине çирĕплетет. Сăмах май каласан, 2024 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче Мускаври ВДНХри "Раççей" куравра Патăрьел муниципалитет округĕпе Беларуç Республикин Витебск облаçĕн Витебск районĕ туслă хутшăнусем йĕркелесси çинчен калакан килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕччĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕн делегацийĕ те нумаях пулмасть çак тăрăхра ĕçлĕ çул çỹревре пулчĕ.
Çыхăнусем çавăн пекех вĕрентỹ, культура енĕпе аталанĕç - пирĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Беларуçра тăшманпа çапăçнă ентешсен историне тĕпчесси таранах. Беларуçра 1 пине яхăн чăваш пурăнать, диаспора хастар ĕçлет - унпа тытакан çыхăнусене те вăйлатасшăн.
Эппин, туслă çыхăну икĕ еншĕн те усăлли куç кĕретех. Вăл экономика аталанăвĕпе пĕрлех социаллă ыйтусене татса пама та пулăшĕ.
Александр ИВАНОВ
Ноябрь 2024 |