Ырă пуçарăва малалла тăсаççĕ, хỹтĕлев сеткисем çыхаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.07.2024, 17:59 Просмотров: 153

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем ялта хĕрỹ ĕççи пулнине пăхмасăрах Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли хỹтĕлев сеткисем çыхаççĕ. Хальхи вăхăтра çар пурнăçĕнче вĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланаççĕ, нацистсенчен хỹтĕленме пулăшаççĕ. Аслă Чеменпе Тури Чакă ял хастарĕсем те территори пайĕн пуçлăхĕ пулнă Станислав Капитонов пуçарăвĕпе йĕркеленĕ сăваплă ĕçе пĕрре те чарман. Ку таранччен ял-йыш пĕрлехи вăйпа160а яхăн сетка ăсталанă. Вĕсене "Батыревский доброволец", "Фонд добрых дел" волонтерсен ушкăнĕсем çар операцийĕнчи салтаксем патне ăсатса пынă.

 Çак ĕçе Çĕньял, Кивĕ Катек тата ытти хăш-пĕр ялта та лайăх йĕркеленине палăртмалла. Ентешсен тылри хастарлăхĕ, пулăшăвĕ, тимлĕхĕ çĕнтерĕве хăвăртрах çывхартма çеç пулăштăр.

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика