Юхмапа Пăла тăрăхĕ республикăра чылай енĕпе кăтартуллă та пуян пулни савăнтарать паллах. Çакă халăх ĕçченлĕхне, пултарулăхне, ăсталăхне çирĕплетсе парать. Эпĕ чылайранпа ĕнтĕ центрта, Патăрьелĕнче, пурăнатăп. Юлашки вунă çулта чăнах та пирĕн ялăм чылай çĕнелсе капăрланчĕ, хăтлăланчĕ.
Çак тапхăрта нумай хваттерлĕ çуртсен кашни картишĕнче тенĕ пекех ача-пăча лапамĕсем уçрĕç, спорт площадкисем те ачасене савăнтараççĕ. Урамсенчи çулсем, тротуарсем те çĕнелсех пыраççĕ. Нумай хутлă çуртсем хулари евĕр пĕрин хыççăн тепри çĕкленеççĕ тата ытти те. Центрти "Арбат" лапамĕ, кану паркĕ те хитреленсех, хăтлăлансах пычĕ. Ырă улшăнусемшĕн чăнах та чун савăнать. Çапах та тепĕр чухне çакнашкал илеме пăсакансем, нĕрсĕрлетекенсем тупăнни тĕлĕнтерет, тарăхтарать. Патшалăх, вырăнти влаç ертỹçисем çулсеренех ял çынни валли канма, пушă вăхăта ирттерме хулари евĕр хăтлăх туса параççĕ. Çак илеме çĕмĕрме никамăн та алă çĕкленмелле мар пек... Тĕрлĕрен программăпа, проектпа, халăх вăйĕпе пурнăçлакан объектсем кашниех сумлă, хисеплĕ. Вĕсене пĕрлехи вăйпах упрасчĕ.
Людмила НИКОЛАЕВА, пенсионерка. Патăрьел ялĕ
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |