Патăрьелсем ППЭ результачĕпе малтисен хушшинче

Категория: Публикации Опубликовано: 02.08.2024, 22:18 Просмотров: 446

КĂÇАЛ патшалăх экзаменĕсене Чăваш Республикинче 4617 выпускник тытнă. Вĕсенчен 64-шĕ тĕрлĕ предметпа пĕлĕвне тĕрĕсленĕ хыççăн 100 балл пуçтарма пултарнă! Ытти çулсемпе танлаштарсан математика, физика, биологи, географи, литература тата акăлчан чĕлхипе экзамен тытакансем тĕрĕслевре çивĕч ăс-тăнне кăтартни паллă Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле хулисемпе пĕрлех Патăрьел тата Вăрнар муниципалитет округĕсем ку тĕлĕшпе республикăри лидерсем шутланаççĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Юлиана Паймуллина вара икĕ предметпа - биологипе тата химипе - 100-шер балл пуçтарма пултарчĕ!

Сăмах май каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кăçал алла аттестат илнĕ каччăсемпе хĕрсенчен 26-шĕ ылтăн, 10-шĕ кĕмĕл медаль илме тивĕçнĕ. Çамрăксене пурне те малашнехи пĕлỹ тĕнчинче телейлĕ те анлă çул сунатпăр.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика