ЮЛАШКИ вăхăтра телефон ултавçисен серепине аслисем çеç мар, ачасем çакланнине те çине-çинех çыраççĕ. Уйрăмах çул çитменнисем мошенниксене тỹрех ĕненни палăрать. Çакнашкал тĕслĕх пирĕн тăрăхра та пулса иртнĕ. 11 çулхи хĕрача телефонпа такампа питĕ тимлĕ калаçнă хыççăн пысăк укçасăр тăрса юлнă, çемьене шар кăтартнă. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн кун пирки ачисене тĕплĕн ăнлантармалла, ырă тата усал ĕçе уйăрса илме хăнăхтармалла.
Декабрь 2024 |