Августăн юлашки кунĕнче Шăнкăртамра - пархатарлă туй!

Категория: Публикации Опубликовано: 10.08.2024, 19:38 Просмотров: 270

АВГУСТ уйăхĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан хисеплĕ вунă мăшăр çемье çавăрни 50, 55, 65 тата 70 çул çитнине паллă тăвать. Шăнкăртамри Минсеит Салахутдиновичпа Гульчечек Фарахутдиновна Юсуповсемшĕн августăн 31-мĕшĕнче чăн-чăнах пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв пулĕ. Пилĕк çул каялла "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орден медальне тивĕçнĕ мăшăра муниципалитет округĕнчи ЗАГС пайĕ, округ администрацийĕ, çывăх çыннисем пархатарлă туй (70 çул!) ячĕпе саламлĕç!

Пăлапуç Нурăсри Николайпа Агреппина Муртаковсем пĕрлешни 65 çул (тимĕр туй), Патăрьелĕнчи Николайпа Александра Иголкинсемпе Михаилпа Венера Тяровсем, Хирти Пикшикри Рамилпа Мединя Мануровсем, Тури Тăрмăшри Виталийпе Феодосия Николаевсем 55 çул (изумруд туй) çитнĕ ятпа кĕрекене ларĕç.

Ылтăн туй савăнăçне пайлакансем те пур. Тăрăнти Николайпа Анна Сорокинсем, Козловкăри Владимирпа Зоя Артемьевсем, Ыхра Çырминчи Минзагидпа Альфия Карнеевсем, Шăнкăртамри Мансур Минзагитовичпа Минфися Миннизагитовна Абдулвалеевсем çак уйăхра çемье çавăрни 50 çул тултарнине паллă тăваççĕ. Сăмах май каласан, Çемье çулталăкĕнче Патăрьелĕнчи Мăшăрлану керменĕнче ылтăн туй ячĕпе 75 мăшăра саламлĕç.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика