ЧĂВАШ Енри Экологи тата çут çанталăк пурлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăкра пирĕн тăрăхра та кашни çын тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес, çăл куçсене тасатса пурнăç парнелес, вĕсен территорине хăтлăх кĕртес, тавралăха сиен кỹрекен тĕслĕхсене пĕтерес тата ытти пархатарлă ĕçе пурнăçлани пĕлтерĕшлĕ.
Çут çанталăк ырлăхĕшĕн ырă туни хамăрăн пурнăçпа, малашлăхпах çыхăннă. Акă, çак кунсенче çеç Каншелсем те "Сдай батарейку - спасай планету" экологи акцине хутшăнса кил-çуртра усă курса юрăхсăра тухнă батарейкăсене пуçтарма ялти культура çуртĕнче йышăну пункчĕ уçнă. Çакăн хыççăн ял çыннисем тавралăха пысăк сиен кỹрекен пỹрнеске евĕр япалана кăларса пăрахмаççĕ, пурте ял клубне кайса леçеççĕ. Пархатарлă ĕçе кашни ялта çакăн пек йĕркелесен акци пĕлтерĕшĕ тата пысăкланĕ.
Ноябрь 2024 |