Çут çанталăкпа килĕшỹре пурăнар

Категория: Публикации Опубликовано: 10.08.2024, 19:40 Просмотров: 392

 Çĕр çинче пурăнакан çын - çут çанталăкăн уйрăлми пайĕ. Çавăнпа та ырă малашлăх хамăр пурăнакан тавралăха, сывлăшпа шыва, вăрмана тата ыттине те мĕнле упранинчен, ăна тирпейлĕ те таса, перекетлĕ тытнинчен килет. Пирĕн паянхи тивĕç - пĕрлехи вăйпа тата ăнланулăхпа вĕсене çитĕнекен ăру валли кирлĕ пек упраса хăварасси, тăван тавралăха юратасси, хамăр пурăнакан вырăна тирпейлĕ те хăтлă тытасси. Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕнче Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов хутшăннипе иртнĕ канашлура шăпах çак ыйтусене çивĕчлетрĕç.

Ларăва Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов тата ведомствăн ытти представителĕсем, Чăваш Республикинчи "Ситиматик Чувашия" тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Максим Черемисин, "Полигон" тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн директорĕ Федор Уфуков, "Жилград" тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Надежда Антонова, Решид Санзяпов предприниматель, муниципалитет округĕн администрацийĕн структура подразделенийĕн ертỹçисем, территори пайĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Чăн малтанах канашлура ялсенчи хытă каяша турттарса каяс, контейнер площадкисене пăхса тăрас ĕçсене мĕнле йĕркеленине сỹтсе яврĕç. Çак çĕнĕлĕхе халăх хăнăхса пычĕ пулин те, вырăнсенче ăна вăхăтра, графикпа килĕшỹллĕн илсе кайман пирки тулса кайнă контейнерсене, ун йĕри-тавра тирпейсĕрлĕх хуçаланнине час-часах курма пулать. Çак ыйту паян мĕншĕн çивĕч тăрать? Çỹп-çапа илсе тухакан, çак территорие пăхса тăракан яваплă организацисем, çав вăхăтрах территори пайĕ проблемăна татса парас тĕллевпе мĕнле ĕçлесе пыраççĕ? Çак тата ытти ыйтусене уççăн татса пама тăрăшрĕç канашлăва хутшăннисем.

 - Вырăнта йĕрке, тирпей тăвасси никамран та мар, хамăртан килет. Ку тĕлĕшпе территори пайĕсен пуçлăхĕсен чăн малтанах яваплăха туйса ĕçлемелле, площадкăсенче контейнерсене вăхăтра пушатманшăн çийĕнчех акт çырмалла, ăна çакăншăн яваплă организацие çитермелле. Çỹп-çап ешчĕкне кивĕ сĕтел-пукан, пысăк тата йывăр строительство материалĕсем пăрахма юраманни пирки халăха ăнлантармалла. Коммуналлă хытă каяша илсе тухассишĕн яваплă подряд организацийĕсемпе тăтăшах çыхăнура пулни, пĕр чĕлхе тупса ĕçлени те вырăнти çỹп-çап конейнерĕсене тирпейлĕ тытма май парĕ,- терĕ муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ку тĕлĕшпе ыйтăва çивĕчлетсе. Сăмах май, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çỹп-çап пуçтарăнмалли 843 площадка, вĕсенче 1681 контейнер вырнаçтарнă. Апла пулин те паян çак ыйту çивĕч тăрать-ха, контейнерсем çитмеççĕ. 71-шĕ юрăхсăра тухнă. Канашлăвăн кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр ыйту - муниципалитет округĕнчи промышленность тата ял хуçалăх предприятийĕсем туса кăларакан продукци каяшĕ шыва тата сывлăша сиен кỹни. Кун пирки те пирĕн тăрăхра "чан" çапма сăлтав пысăк. "Жилград" пĕрлешỹ ертỹçи ĕнентернĕ тăрăх, муниципалитет округĕнче аш-какай, сĕт тирпейлекен тата ытти цехсенчен, фермăсенчен пĕри çеç хăйĕн каяшне ятарласа илсе тухса кирлĕ вырăна тăкма килĕшỹ тунă. Ыттисен вара пурин те каяш е Пăлана сăрхăнать, е Çĕр-аннемĕре вараласа сиенлет. Тĕл пулура округри мĕн пур йышши предприятисем валли вырăнта тасатакан сооруженисем кирли, малашне вĕсен "Жилградпа" килĕшỹ туса ĕçлемелли, хамăр пурăнакан вырăнти шыва, сывлăша, çĕре вараланăшăн кашнийĕ явап тытнине каларĕç.

 - Министерствăн, çавăн пекех муниципалитет округĕн те тĕп тĕллевĕ çынсене хамăр пурăнакан тавралăха сăтăр тунăшăн, вараланăшăн айăпласси мар, пĕрлехи вăйпа, ăнланулăхпа çак çитменлĕхсене пĕтерсе çут çанталăк пуянлăхне çитĕнекен ăру валли упрасси,- терĕ Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов канашлăва пĕтĕмлетсе.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика