Округра вĕренỹ учрежденийĕсем 2024-2025 çула епле хатĕрленнине пăхса тухнă. Комиссинче Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн, вĕрентỹ управленийĕн представителĕсем, полици, çул-йĕр инспекцийĕн тата гражданла оборонăпа чрезвычайлă хỹтĕлев специалисчĕсем пулнă. Вĕсем пушар хăрушсăрлăхне, территори хăтлăхне, классене тата ыттине те хакланă.
Комисси 32 шкула çитнĕ. Сăмах май, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта строительство ĕçĕсем малалла пыраççĕ, Ишлĕре пуçламăш шкул - ача садне реконструкцилесси вĕçленсе пырать.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче тупса палăртнă çитменлĕхсене çĕнĕ вĕренỹ çулĕччен пĕтерме хушнă. Пĕтĕмĕшле илсен вĕренỹ учрежденийĕсем ачасене кĕтсе илме хатĕр.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |