Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулĕ çумĕнче ачасемпе çамрăксем валли тĕрлĕ секци ĕçлет. Вĕсенчен юлашки çулсенче вăй илсе пыракан спорт тĕсĕ - триатлон тата дуатлон. Ачасем унпа питĕ кăсăкланни, хăйсен результатне çĕнетсе пыни пире Светлана Рубцова тренерпа тата хавхаланса тренировкăсем тума, пысăк шайри ăмăртусене хутшăнма май парать.
Сывлăхлă, хăйне спорт каçалăкĕнче пиçĕхтерекен ача ашшĕ-амăшĕшĕн - телей, çĕршывшăн - ырă пуласлăх. Хальхи вăхăтра пирĕн секцинчи икĕ ушкăна çỹрекен 70е яхăн çамрăк спортсмен кашниех ăшă сăмаха тивĕçлĕ. Вĕсем кашни кун тренировкăсенче темиçешер сехет велосипедпа, çуран чупаççĕ, бассейнра ишеççĕ, хăйсене ăмăртăва хатĕрлеççĕ. Çине тăрса тар тăкнин результачĕсем савăнтараççĕ. Кăçал çеç пирĕн çамрăк спортсменсем курăмлă çитĕнỹпе савăнтарчĕç.
Акă, Карина Ежова Волгоградри ачасен лигинче, Санкт-Петербургра иртнĕ Раççейри кубок этапĕсен финалĕнче медальпе пĕрлех пăхăр кубока илме тивĕçрĕ. Карина триатлон секцине тăватă çул каяллах, 6 çултах çỹреме пуçларĕ. Спортсменка ытти ăмăртусенче те хăйĕн кăтартăвĕсемпе савăнтарать.
Чăваш Енре мала тухассишĕн иртнĕ чемпионатра Азалияпа Самира Салихова, Алсу Кучатова, Даниил Иванов аслă ушкăнрисем хушшинче лайăх кăтартусем турĕç, призерсем пулчĕç. Çакă та хăпартлантарать.
Сочинчи дуатлон ăмăртăвĕ те лайăх пулăмпа асра юлчĕ. Самира Янешева пысăк ăмăртура виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Триатлонпа дуатлон пирĕн муниципалитет округĕшĕн çамрăк спорт тĕсĕ. Ăна 5-6 çул каялла çеç йĕркелесе ятăмăр. Пирĕн выпускниксем - Максим Ялуков, Елена Краснова, Егор Селиванов Игорь Иванов - çак енĕпе хăйсене Раççей шайĕнче кăтартса палăрма та пултарчĕç. Спортсменсем паянхи кун та пирĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕн мăнаçлăхĕ, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх.
Çамрăк спортсменсене триатлон енĕпе çĕнĕ ỹсĕмсем тума ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех триатлон федерацийĕн муниципалитет округĕнчи председателĕ Валерий Рубцов чылай хавхалантарса, пулăшса пырать. Çакăн пек пĕршухăшлăх спортра çитĕнỹ тума, пысăк шайри ăмăртусене хутшăнма пулăшать те.
Валерий ПЛАТОНОВ, "Паттăр" спорт шкул тренерĕ, Чăваш Республикин физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
o Пĕлме 2023 çул пĕтĕмлетĕвĕпе Патăрьел муниципалитет округĕ халăха физкультурăпа тата спортпа явăçтарассипе республикăра (62,2 процент) пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |