Патăрьел муниципалитет округĕнчи фермер хуçалăхĕсем тĕрлĕ культура акса-лартса çитĕнтереççĕ, çав вăхăтрах выльăх-чĕрлĕх те самăртаççĕ. Вĕсенчен пĕри - Кзыл Чишмари Илнар Ямалетдиновăн фермер хуçалăхĕ.
Çĕр хуçи çум курăк ашкăрса кайнă анасене хăй яваплăхĕ çине илсе вĕсен пулăхлăхне ỹстерес тĕллевпе пикенсех тимлет. Паян уйри хĕвел çаврăнăш уйĕ таçтанах хитрен курăнса ларать.
Кăçал вăл 100 гектарта çитĕннĕ. Хатĕр продукцие пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ Хусанти çу комбинатне ăсатать. Хĕвел çаврăнăшĕсем пуçне çавăрнине пăхсан, тухăç кăçал та начар мар пулмалла. Кăçал фермерăн çĕр анисенче урпа, сĕлĕ, куккурус та ĕлкĕрнĕ. Вĕсене те пуçтарса кĕртмелле. Фермăра самăртакан 100 пуç вăкăр çитĕнет.
Альбина НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |