Чăваш писателĕ, Чăваш халăх поэчĕ, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ, Раççейри тата Европăри тĕрлĕ çĕршыври литература премийĕсен лауреачĕ, тĕнчипе паллă поэт Геннадий Николаевич Айхи (Лисин) (21.08.1934-21.02.2006) 90 çул каялла Çĕньялта çуралнă.
Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн вăл А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче пĕлỹ илнĕ. 1960-1970 çулсенче В.Маяковский ячĕллĕ Мускаври библиотекăра аслă библиограф, пай заведующийĕ пулса ĕçленĕ. 1974 çултан - литератор-профессионал.
Айхин малтанхи сăввисем 1949 çулта пичетленнĕ. 1958 çулта "Аттесен ячĕпе" сăвăсен пуххи кун çути курнă. 1950-мĕш çулсен вĕçĕнче вырăсла сăвăсем те çырма тытăннă. Вĕсене уйрăм кĕнекепе Кельн университечĕн издательствинче кăларнă. 1960 çултан пуçласа унăн сăввисем Европăри тĕрлĕ çĕршыв чĕлхи пичетленме пикеннĕ: Чехословакинче, Швейцаринче, Францинче, Англинче, Польшăра, Венгрире, Югославинче, Нидерландинче, Швецинче, Данинче, Финляндинче, Болгарире, Турцире, Японинче тата ытти çĕршывра.
Геннадий Айхи "Франци поэчĕсем", "Венгри поэчĕсем", "Польша поэчĕсем" антологисем пухса пичетлесе кăларнă. Çавăн пекех вăл тăрăшнипе "Чăваш поэзийĕн антологийĕ" кун çути курнă. Ăна венгр, итальян, акăлчан, француз, швед чĕлхисене куçарнă. Унăн пултарулăхĕ тĕнчипех палăрнă, сăввисене 50 ытла чĕлхене куçарнă.
Тĕп изданийĕсем: "Аттесен ячĕпе", "Пĕтĕм пурнăçшăн çĕкленнĕ музыка", "Чĕрĕ тĕвĕ", "Халал", "Собрание сочинений" 7 томпа, "Здесь", "Ночь первого снега", "Сон, поэзия, стихотворения", "Тетрадь Вероники", "Отмеченная зима", "Теперь всегда снега", "Расположение счастья", "Мир Сильвии", "Поклон - Пению", "Поля - двойники", "Разговор на расстоянии", "Розы в космосе", "Стихи", "Тексты" тата ыттисем те. Ентешĕмĕре тĕрлĕ ют çĕршыв медалĕсемпе тата орденĕсемпе чысланипе пĕрлех Шупашкарти пĕр урама унăн ячĕпе панă.
("Çулталăк кĕнекинчен")
Ноябрь 2024 |