КАЧЧĂПА хĕр паллă числора, асра юлакан кунра мăшăрланасси çултан çул хăйĕн пĕлтерĕшне ỹстерсех пырать. Комбинациллĕ цифрăллă кунсенче пĕрлешекенсем йышлăн. Кăçал вара 02.02.2024, 24.04.24 тата ытти те çемье çавăракансемшĕн тренд шутланать.
08.08.2024 числора çеç Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тепĕр çичĕ çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Анат Чакă, Çĕньял, Кивĕ Ахпỹрт, Шăнкăртам, Ыхра Çырми, Тури Чакă каччисем хăйсем валли мăшăр пулма Турхан, Именкасси, Шăнкăртам, çавăн пекех Ульяновск облаçĕнчи, Улатăр тата Комсомольски муниципалитет округĕсенчи чиперккесене суйласа илнĕ. Пĕр-пĕрне ĕмĕр тăршшĕпе юратса пурăнма шантарса çĕрĕ тăхăнтартакансене Патăрьелĕнчи ЗАГС пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Наталия Антонова юрату, килĕшỹ, тату пурнăç суннă май муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн ăшă саламне те çитернĕ.
Мăшăрлану керменĕнчи асра юлакан тепĕр дата - 24.08.2024. Çак телейлĕ куна вара ултă мăшăр суйласа илнĕ.
Октябрь 2024 |