"Ачана шкула хатĕрле" акци пырать

Категория: Публикации Опубликовано: 19.08.2024, 20:58 Просмотров: 287

Çуллахи каникулăн хаваслă кунĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Умра - çĕнĕ вĕренỹ çулĕ. Муниципалитет округĕнчи вĕрентỹ учрежденийĕсем ачасене шкула йышăнма хатĕр. Çакна вĕрентỹ управленийĕ çумĕнче йĕркеленĕ комисси те çирĕплетрĕ. Хальхи вăхăтра ашшĕ-амăшĕн ача валли шкула кайма кирлĕ япаласене, канцеляри таварĕсене туянмалли çеç юлать.

Нумай ачаллă, йывăр шăпаллă, СВО участникĕсен çемйисенчи ачасене шкула каймалли хатĕрсем туянса парса пулăшас тĕллевпе "Ачана шкула хатĕрле" ("Собери ребенка в школу") акци йĕркеленĕ. Пархатарлă ĕçе Чăваш Республикинчи аграрисем чăн малтан кар тăнă, çак ушкăнри шкул ачисене рюкзаксем, ытти шкул хатĕрĕсем парнеленĕ. "Народный фермер" ассоциацйĕ пуçарнă акцие пирĕн муниципалитет округĕнчи "Исток" агрофирма ертỹçи Александр Илюткин чăн малтан хутшăннисенчен пĕри.

Сăмах май каласан ятарлă çар операцине хутшăнакансене хавхалантарас тĕллевпе августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен контракт тунă салтаксене федераципе, республикăпа пĕрлех предприятисен те пулăшмалли пуçарăва та Александр Илюткин кăмăлтан хапăл тунă. Александр Леонидович ытти ыр кăмăллăх акцийĕсене те хастар хутшăнать.

Паян "Шкула кайма пулăш" акцие хутшăнса Патăрьел муниципалитет окургĕнче те йывăр шăпаллă ачасене çĕнĕ вĕренỹ çулĕ валли кирлĕ хатĕрсемпе япаласем парнелерĕç.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика