91 çулхи кинемей тĕрлет, çыхать, сăвă шăрçалать...

Категория: Публикации Опубликовано: 19.08.2024, 20:58 Просмотров: 210

Патăрьелĕнче пурăнакан Валентина Николаевна Киданова вунă çул каялла чĕрине операци тутарнă. 91 çулхи кинемей паянхи кун та кардиостимуляторпа çỹрет. Хальхи вăхăтра медицина приборĕпулăшнипе пурăнакан ватă чир пирки манса кайнă пекех кашни кун хăйне валли чун йăпанăçне тупать.

Мĕнпе кăсăкланать тетĕр? Сывлăх сыхлавĕн ĕç ветеранĕ хуçалăхри йывăр ĕçсене пурнăçлассинчен пĕр-икĕ çул каяллах хăйĕн "рольне" хĕрĕпе ывăлне панă-ха. Вăй хурса ĕçлеймест. Ун вырăнне вара кунĕпе пĕр хускалми тенĕ пек сĕтел хушшинче 8-шар сехет ларса алмаз мозаикăпа тĕрĕ тĕрлет! Ỹкерчĕкĕсем пĕринчен тепри ытармалла мар. Эпĕ пынă чухне те пилеш йывăçĕ çинче ларакан кăсăяна рама ăшне вырнаçтарса çеç пĕтернĕ. Кăçал пурнăçланă тăххăрмĕш ĕç иккен вăл. Теприне кама парнелемеллине те шутласа хунă. Хулара пурăнакан Маша мăнукне кĕтменлĕх тăвасшăн, чиперккен сăн ỹкерчĕкне алмаз мозаикăпа тĕрлесшĕн. Вуннăмĕш теçеткене ваклакан ватăна чун киленĕçĕн "чирĕ" мĕнлерех çакланнă-ха?

- Ку таранччен эпĕ чăнах та яланах çыхнă. Алса-чăлха, краватьсем, тенкелсем çине хумалли виткĕçсем, 12-шер метр вăрăмăш урай сарми тата ытти те. Нихăçан та алă усса çеç ларман. Кăçалхи Çĕнĕ çул хыççăн, январĕн 2-мĕшĕнче вара хамăн хушма специальноçа (кулать) тăрук улăштартăм. Ĕлĕкхи ĕçсем йăлăхтарчĕç-ши? Хам та тĕлĕнтĕм. Телевизорпа кăтартакан пĕр кăларăмра тăтăшах те реклама шайĕнче, те чăнах та çапла, ватă карчăкпа старике кăтартаççĕ. Вĕсен пичĕ-куçĕ пĕркеленнĕ пулсан та яланах вĕçсе каясла хаваслă, хăйсене нимĕн те ыратмасть пек тытаççĕ. "Çаксем мĕн сăлтавпа яланах çапла савăнаççĕ-ши?.."-терĕм пĕринче чăтаймасăр Света хĕрĕме. Вăл вара те шỹтлесе, те чăнласах: "Анне, вĕсем алмаз мозаикипе тĕрлеççĕ. Вăл вара çынна лăплантарать те, хаваслăх та кỹрет..."-терĕ. Çак шухăша вара эпĕ çийĕнчех çамка çине картрăм. "Ку ĕçе эпĕ пултараятăп-ши вара?"-тетĕп. Хĕрача та хăтланса пăхма каларĕ. Чăнах та пултартăм! Хам та савăнтăм пĕрремĕш ỹкерчĕкĕм - галстук çыхнă, хура пиншак тăхăннă хур - "пиçсе" тухнă хыççăн. Хавхаланса ĕçлесе тăхăр кунта тĕрре йĕркене кĕртсе пĕтертĕм.

 Хальхи вăхăтра хĕвел çутипе сакăршар сехет тĕрлетĕп. Ывăннине те туймастăп. Кăмăл çеç уçăлса пырать. Хам алăпа ăсталанă ỹкерчĕкĕмсене пăхса савăнатăп. Пỹртре ĕçĕмсен пĕчĕк галерейи пек туятăп. Çветтуй Пантелеймонпа çветтуй Николай, Турă Амăшĕн сăнĕсене Турă кĕтесĕ çывăхне вырнаçтартăм. Ирсерен кĕлĕ тунă чухне вĕсенчен те пиллĕх ыйтатăп. Камин евĕр ăсталанă кăмака çине кил-картишне илем кỹрекен чăпар автанпа кỹлĕре киленекен кăвакала, мăр-мăр кушака, хĕллехи чиркỹллĕ ял сăнне уçса паракан портретсене çакса хутăмăр. Станасем çинче - пейзажсем...- хавхаланса та мăнаçланса кăтартать нумай çул хушши Патăрьелĕнчи тĕп больницăра шăл тухтăрĕнче тăрăшнă Валентина Николаевна.

 Хисеплĕ ватă чун киленĕçне тепĕр чухне урăхларах юратнă ĕçĕпе те улăштарать. Яланах сĕтел хушшинче лараймастăн-çке. Шăм-шакĕ те хытать, хускалмасен урисем те итлесшĕнех мар. Ун пек чухне вара вăл пахчари илемпе киленет, çырла, панулми пуçтарать, вĕсене вырнаçтарать. Нумай пулмасть çеç вăл 16 килограмм хăмла çырлинчен, 8 килограмм хурлăханран (хăйех пуçтарнă) желе-варени хатĕрленĕ, панулмирен 30 литр ытла сок юхтарнă...

Пенсионер çулне кура мар сăнпа та, чунпа та ватăлмасть-ха. Чылай чухне вăл тĕрленĕ чухне те юрлать. Кăмăлпа çунатланнă чухне сăвăсем шăрçалать. Вĕсене мана та вуласа пачĕ. Тирпейлĕ чăваш хĕрарăмĕнчен ырă тĕслĕх илмелли, вĕренмелли чăнах та нумай...

Сăмах май каласан, вуннăмĕш теçеткене вакланă ватă çак куна çитсе те шăл мĕнле ыратнине пĕлмест. Шăл тухтăрĕ пулнăран ăна аслă шкулта вĕреннĕ тăрăх е çынсем каласа панипе çеç тĕшмĕртет. Унăн çăварĕнче паянхи кун та 32 шăлĕ те пур, сывă та!

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика