Пахча çимĕçпе улма-çырлана хĕл валли морозильнике хума темиçе меслет сĕнетпĕр.
- Çĕр çырли - сахăрпа. 1 килограмм çĕр çырлине 700 грамм сахăр кирлĕ. Тасатса сахăрпа хутăштармалла та блендерпа е миксерпа нимĕрлемелле. Пластик стакан е контейнера тултарса морозильнике лартмалла.
- Чиерен - пюре. 1,3 килограмм чие çырлине - 3Ỹ4 стакан сахăр. Лайăх пиçнĕ чиен вăррине кăлармалла, алана хурса пăс çинче 5-6 минут тытмалла, вĕтетмелле. Унтан сахăрпа ирĕличчен хутăштармалла. Контейнера тултарса морозильнике лартмалла.
- Дыньăран - çаврашкасем. Дыньăна çурмалла касмалла, вăррине кăлармалла. Унтан кашăкпа çаврашкасем кăлармалла. Вĕсене кĕнтейнера пĕр сий хурса шăнтнă хыççăн полиэтилен хутаçа тултармалла. Дыня çаврашкисемпе пăр катăкĕ вырăнне усă курма юрать.
- Шерпетри çырла. Чие, çĕр çырли, хурăн çырли, хăмла çырли, хура çырла (черника), кăвак çырла (голубика), хăвăш (жимолость) илмелле. Тасатса контейнерсене тултармалла. Кашни çырлана уйрăм та, ассорти туса хурсан та юрать. 1 литр шыва 1,2 килограмм сахăр ярса вĕретмелле. Сиропа çырла çине ярса хупламалла та морозильнике латмалла.
- Кăмпа. Лайăх çуса вĕтех мар турамалла. Кăштах тăварлă шывра вĕреме кĕртсе 15 минут пĕçермелле. Унтан дуршлагра сăрăхтарса сивĕтмелле. Пайласа хутаçсене тултармалла - морозильникре упрамалла.
- Яшка валли. Тасатнă кишĕре, петрушка, пастернак, сельдерей тымарĕсене тăрăхла е тăваткал тураса дуршлага хумалла, вĕрекен шывра 1 минут тытмалла. Унтан сивĕшыв ямалла. Пылак пăрăçа тăрăхла тураса çав мелпех 1 минут пăшăхламалла. Унтан пурне те пĕрлештерсе лайăх пăтратмалла, хутаçсене тултарса морозильнике хумалла.
Ноябрь 2024 |