Упа нăррине пĕтерме

Категория: Публикации Опубликовано: 19.08.2024, 21:02 Просмотров: 255

 Çак сăтăрçа темиçе меслетпе пĕтерме пулать. Пĕрремĕш меслет. Упа нăрри супăнь шывĕнчен хăрать. Унăн шăтăкĕсене тупсан супăнь е кĕпе çумалли порошок ирĕлтернĕ (1 витре шыва 3 апат кашăкĕ) шыва майĕпен ямалла. Тепĕр 7-10 минутран упа нăррисем шăтăкран тухса айккинелле тарма пикенеççĕ. Вĕсене пĕр-пĕр савăта пухмалла. Паллах, çак ĕç ансат мар. Мĕншĕн тесен упа нăрри çĕр айĕпе çỹрет, унăн шăтăкĕ, çулĕ нумай. Çавăнпа кăпшанкă хăш тĕлтине пĕлме йывăр. Асăннă меслетпе шултра нăрăсене, 50-60 таран, тытма пулать.

Иккĕмĕш меслет.

Упа нăрри бархатцы чечекне юратмасть. Çак ỹсен-тăрана çĕр улми анин хĕррипе лартса тухсан кăпшанкă каçаймасть.

Виççĕмĕш меслет.

 Çăмарта хуппине хĕл каçипех пухмалла. Ăна çăнăх пек пуличчен вĕтетмелле, тип çупа хутăштармалла. Çуркунне çĕр чавнă чухне кашни çĕр улми шăтăкне 1 чей кашăкĕ хутăш ямалла. Çак "пăтта" çисен упа нăрри вилет.

Тăваттăмĕш меслет.

Кайăк-кĕшĕк тислĕкне шыва ярса ирĕлтермелле. Темиçе кун иртсен çак шĕвекпе йăрансене шăвармалла, упа нăррин çулĕсене йĕпĕтмелле. Кăпшанкă вилмест, анчах урăх çĕре пăрахса каять.

Пиллĕкмĕш меслет.

Йỹнĕ чĕрĕ пулла (килька та юрать) упа нăрриллĕ лаптăка чава-чава хумалла. Нăрă пулă шăршине тỹсеймест, лаптăкран тарать.

Яндекс.Метрика