"Манăн территори" центр - çамрăксемшĕн кирлĕ вырăн

Категория: Публикации Опубликовано: 19.08.2024, 21:07 Просмотров: 301

Хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕн Президенчĕн "Раççей çамрăкĕсем" программипе килĕшỹллĕн çĕршывра çамрăксем валли куçа-куçăн тĕл пулса калаçма, пĕр-пĕринпе хутшăнма, çĕнĕ шухăшсене сỹтсе явма, вăхăта усăллă ирттерме ятарлă территорисем, центрсем йĕркелеççĕ. Кун пек обществăлла территори Патăрьелĕнчи тĕп вулавăшра уçăлнăччĕ. Нумай пулмасть çеç вара Патăрьелĕнчи ачасен пултарулăх шкулĕнчи иккĕмĕш хутра "Манăн территори" иккĕмĕш ТОП хута кайрĕ. Вăл кĕске вăхăтрах çамрăксемшĕн кăмăллă вырăн пулма та ĕлкĕрчĕ.

Çул çитмен çамрăксене, яш-кĕрĕме валли ятарласа уçнă территорисем паян питĕ кирлĕ. Мĕншĕн тесен Интернет вăй илсе пынă ĕмĕрте вĕсем уйрăмах пĕр-пĕринпе тĕл пулмасăр телефонпа хутшăнма, калаçма, кирлĕ ыйтусене татса пама тăрăшаççĕ. Çакăн пек çыхăну çеç паян çителĕксĕр. Çамрăксем ушкăнпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçни, усăллă калаçусем йĕркелени, сỹтсе явни çĕнĕ шухăш та çуратать, туслăха та çирĕплетет, çав вăхăтрах вăхăта усăллă тата пĕлнĕ çĕрте ирттерме те май парать. Ун пек чухне ашшĕ-амăшĕ те, вĕрентекенсем те лăпкă.

Çĕнĕ территорире ачасем хăйсене творчество шайĕнче аталантарма, мастер-классем, тренингсем йĕркелеме, кăсăклă çынсемпе тĕл пулусем ирттерме, шашка-шахматла, сĕтел çинчи вăйăсене выляма, тус-юлташпа кăмăллă фильм пăхма тата ытти те пултараççĕ. "Манăн территори" çамрăксен лапамне лексен вăхăт иртнине те сисмĕн...

Çитĕнекен ăру валли уçнă территори профилактика субъекчĕсемпе те тачă çыхăнса ĕçлет. Патăрьел муниципалитет округĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлекен комиссинче шутра тăракан ачасемпе кунта тăтăшах йĕрке хуралçисемпе, социаллă педагогсемпе, хисеплĕ ĕçченсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ, право йĕркине пăснă ачасемпе калаçусем, ăс-тăна аталантармалли, пĕрле хутшăнмалли вăйăсем выляççĕ тата ытти те.

Территори алăкĕ кашни çамрăкшăнах уçă. Вăл çуллахи вăхăтра каçхине 21 сехетченех ĕçлет. Иртнĕ уйăхра çеç кунта шкул ачисемпе, студентсемпе, çамрăксемпе пилĕк тĕл пулу йĕркеленĕ, вĕсене 70е яхăн ача (вăл шутра учетра тăраканннисем те пур) хутшăннă.

Хальхи вăхăтра çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парасси, вĕсен вăхăтне усăллă ирттересси, кирлĕ пек аталантарасси, преступлени тăвакансен йышне чакарасси - çĕршыв шайĕнчи тĕп тĕллев. Патăрьелĕнчи искусство шкулĕнче çамрăксем валли уçăлнă центр шăпах çак шухăшсене пурнăçа кĕртме пулăшĕ.

 Юлия СЕЛИВАНОВА, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен канашçи

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика