ÇАК кунсенче Патăрьелĕнчи Киров урамĕнчи 28-мĕш çуртра пурăнакансем пĕр шухăшлă пулса картишне тасатса тирпейленĕ, çул айккинчи бордюрсене, подъездсене шал енчен сăрласа çĕнетнĕ, обществăлла пусă таврашне хăтлăх кỹнĕ... Халĕ çурт умĕпе иртме те кăмăллă. Пĕрлехи вăйпа пурнăçланă ĕç пурне те хавхалантарать çеç. Вĕсен ырă тĕслĕхĕпе ыттисен усă курсан та аван. Пысăк мар тăкакпах хамăр пурăнакан кашни çурт таврашĕнчех илем те, хăтлăх та тума пулать. Çак ĕçе йĕркелемелле çеç.
Ноябрь 2024 |