Шурă-шурă Шупашкар, чечеклен эс ялан

Категория: Публикации Опубликовано: 26.08.2024, 19:21 Просмотров: 142

Августăн 17-мĕшĕнче республикăн тĕп хули хăйĕн 555 çулхине паллă турĕ. Уява Патăрьел муниципалитет округĕн делегацийĕ те хутшăннă.

Пултарулăх бульварĕнче вырнаçнă Юхмапа Пăла тăрăхĕн лапамĕ хăнасене те, Шупашкарта пурăнакансене те хăйĕн патне илĕртнĕ. Кунта "Янра, Шупашкар кĕвви" мастер-класра чăваш музыка инструменчĕсем каланине итлеме, пĕрлех вĕсемпе кашнийĕ каласа пăхма, пĕрремĕш уроксем илме пултарнă.

 "Хула сăнĕсем" мастер-класа пирĕн округри паллă художниксенчен пĕри Мидхать Шакиров ертсе пынă. Хăйсен сăнĕсене пир çине ỹкерттерес текенсем те чылайăн пулнă. Лапамра вырнаçтарнă баннерсем те нумайăшĕн кăмăлне кайнă. Вĕсем çине юратнă хулана саламласа, сĕнỹсем парса çырнă, савăнăçĕсене ыттисемпе пайланă.

Сăн ỹкерчĕксен зони халăха уйрăмах илĕртнĕ. Кашнийĕ чăваш халăх тумĕпе сăн ỹкерĕнсе уява асра хăварма тăрăшнă. Ачасем "Пан улми ил", "Чĕрĕп тата пан улми", "Чи çỹллĕ башня" вăйăсене хутшăнса савăннă.

Шупашкар юбилейĕнче Николай Пирожков утарçă, Решит Санзяпов фермер туса илекен продукцисене, "Чебо" чипсине тутанса пăхма, туянма май пулнă.

"Шуçăм" фольклор ансамблĕ, купăсçăсен "Салам" ансамблĕ шăрантарнă юрăсемпе такмаксем те çынсене савăнăç кỹнĕ. Пултарулăх ушкăнĕсем те уява ирттерсе яма хутшăннă.

 (Хамăр корр.)

Яндекс.Метрика