Патăрьелĕнчи "Юмах" ача садне çỹрекенсем "Тăван енпе рюкзакпа утатăп" проектпа килĕшỹллĕн час-часах çул çỹреве тухаççĕ. Хальхинче вĕсем округ центрĕнче вырнаçнă "Çăкăр" историпе этнографи музейĕнче пулчĕç. Музейри экспозицисене курса çỹренĕ май ĕлĕкхи çынсен пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе, япалисемпе, çавăн пекех паллă çынсен ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç. Чăваш çи-пуçне тăхăнса пăхрĕç.
Ачасене çул çỹрев питĕ килĕшрĕ. Кайран та хăйсен шухăш-кăмăлне пытараймасăр курни-илтни пирки пĕр-пĕринпе сỹтсе яврĕç .
Çакăн пек экскурсисем йĕркелени çамрăк ăрăва иртнипе паллашма, хамăрăн историне пĕлме, патриотлăх туйăмне çуратма май парать.
Светлана РУБЦОВА,воспитатель
Ноябрь 2024 |