Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 26.08.2024, 20:09 Просмотров: 127

СССР писателĕсен союзĕн (1990 çул), Чăваш Енри писательсен союзĕн (1992), Раççей журналисчĕсен союзĕн (2012), Еврази писателĕсен союзĕн (2004) членĕ, Чăваш Респуб ликин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2008), хĕрарăмсен Эмине ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ (2001), Н.В. Никольский ячĕллĕ журналистсен премийĕн лауреачĕ (2017) Альбина Любимова (Юрату) журналист августăн 25-мĕшĕнче 65 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Альбина Васильева 1959 çулта Нăрваш Шăхалĕнче çуралнă. Альбина Юрату - Мускаври М.В. Ломоносов ячĕллĕ университет выпускникĕ. Ĕç пуçламăшĕ унăн Елчĕк район хаçачĕпе çыхăннă. 1983-1990 çулсенче Шупашкарти чăлха-трикотаж фабрикин радиохаçачĕн редакторĕ пулнă. 1999-2004 çулсенче Чăваш Республикинчи çут çанталăк ресурсĕсен управленийĕн информаципе аналитика пайĕн пресс-секретарĕнче, тĕп специалистра тăрăшнă.

Ентеш сăвăсен темиçе пуххин авторĕ. Ăна нумайăшĕ поэт-юрăç пек пĕлеççĕ. Унăн сăввисемпе питĕ нумай юрă хывнă: "Çывăх çыннăмсене аса илсе...", "Юрататăп сана, аннем", "Шăнкăрав сасси", "Ылтăн çĕрĕ çаврака" тата ытти те. "Альбина Юрату юррисем" ятпа диск тухнă. Çавăн пекех вăл экологипе, наци культурине аталантарассипе çырнă статьясен авторĕ.

Тĕп кĕнекисем: "Каях, сывă пул...", "Эпĕ сана юратăп", "Чĕрем витĕр иккĕн утас çул выртать...", "Кĕтетĕп сана, килсем", "Алфавит а-я", "Туслă çемье", "Сан яту ман чĕре таппинче", "Симĕс куçлă юратăвăм", "Любовь моя - боль моя", "Я жить без тебя не могу"... тата ытти те.

Альбина Васильевна Турцинче иртекен Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк тĕнчин культура, фольклор фестивалĕсене (1999, 2003, 2006-2011, 2012) хутшăннă. Республикăри "Литературăллă Чăваш Ен: çулталăкри чи лайăх вуланакан кĕнеке" конкурс (2011 çул, "Алфавит а-я" кĕнеки) дипломанчĕ. Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш тата иккĕмĕш "Спаси мир" экологи фильмĕсемпе телепрограммăсен фестивалĕсен, Пĕтĕм Раççейри журналистсен çиччĕмĕш тата саккăрмĕш "Экология России. Из века век" конкурссен лауреачĕ. Раççей Федерацийĕн çут çанталăк ресурсĕсен министерствин Хисеп грамотине тата ытти сумлă наградăсене тивĕçнĕ.

("Çулталăк кĕнекинчен")

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика