КУ таранччен Кзыл Чишмари "Сэлэт-Батыр" çамрăксен центрĕнчи лагерьте ачасем кăмăлтан çуллахи каникулта хăйсен тавра курăмне анлăлатрĕç. Августăн 25-29-че вара кунта "Сэлэт-Илем" профиль смени ĕçленĕ. Хальхинче центрта ачасем ытларах чăваш халăхĕн историйĕ, культури, чĕлхи, литература пуянлăхĕ, хореографийĕ пирки тарăн пĕлỹ илнĕ, çавăн пекех пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе паллашма пултарнă. Çак сменăрах тĕрлĕрен программăпа чăвашла мультфильмсем хатĕрлеме те май пулнă. Тăван халăхăмăрăн пултаруллă çыннисемпе, искусство, наука ĕçченĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулусем тĕрлĕ çĕртен пуçтарăннă ачасен тавра курăмне тата ытларах пуянлатма çеç пулăшĕç.
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |