Кашни ыйтупа - тивĕçлĕ йышăну

Категория: Публикации Опубликовано: 23.09.2024, 17:38 Просмотров: 55

Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Сесси ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, район прокурорĕ Андрей Афанасьев, администрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисем, территори пайĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Депутатсен Пухăвĕн ларăвне унăн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ.

Ларура Патăрьел муниципалитет округĕнче муниципаллă пурлăха шута илмелли положение çирĕплетес тата депутатсен Пухăвĕн приватизаци йĕрки пирки йышăнăвне улшăнусем кĕртес пирки муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пай пуçлăхĕ Юлия Селиванова, хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе муниципаллă тĕрĕслев положенине çирĕплетес пирки округ пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - строительство, çул-йĕр хуçалăхĕ тата хăтлăх управленийĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов тухса каларĕç.

 Сессире ытти ыйтăва та сỹтсе яврĕç, кашнийĕнпех тивĕçлĕ йышăну турĕç.

 Альбина НИКОЛАЕВА.

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика