Эсир - паянхи кун паттăрĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 23.09.2024, 17:39 Просмотров: 129

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсемпе тĕл пулусем ирттерсех тăрать. Вăл тунтикун, сентябрĕн 16-мĕшĕнче, отпуска килнĕ Сителти Кристина Слаповскаяпа (Кондратьева) тата çак ялти Александр Козловпа, Патăрьелĕнчи Дмитрий Антоновпа, Туçари Эдуард Викторовпа курнăçрĕ. Мероприятие çавăн пекех Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, Патăрьел территори пайĕн начальникĕ Андрей Румянцев, Туçа территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алена Мальцева тата салтаксен ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç.

 Сĕтел хушшинче иртнĕ калаçура тĕрлĕ темăна хускатрĕç. Неонацистсене хирĕç кĕрешекенсем хăйсен пурнăçĕпе паллаштарнă май çарти туслăх питĕ çирĕппине, "Пĕри - пуриншĕн, пурте - пĕриншĕн" девизпа, тĕрлĕ наци çынни килĕштерсе, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса пурăннине, тăшмана хирĕç тăма халăх пухса паракан гуманитари пулăшăвĕ те хавхалантарнине каларĕç.

- Апат-çимĕç, тăхăнмалли енчен йывăрлăхсем çук, анчах тăван тăрăхран, тылран килнĕ кучченеçсемпе япаласем кашни салтакшăн паха, - терĕç пĕр шухăшлăн.

 - Эпĕ Афганистан вăрçине хутшăннă. Пире те çăмăл пулман, анчах халĕсалтаксене дронсене пула тата йывăртарах, - терĕ калаçăва хутшăнса Александр Козловăн ашшĕ Вячеслав Андреевич.

Амăшĕсем ачисене яланах кĕтнине, вĕсемшĕн ирĕн-каçăн кĕл тунине палăртрĕç.

 Рудольф Васильевич тĕл пулăва килнĕ салтаксемпе вĕсен çывăх çыннисене мирлĕ тỹпешĕн кĕрешнĕшĕн, патриот туйăмлă ачасем çитĕнтернĕшĕн ăшшăн тав тунă май асăнмалăх парнесем пачĕ.

 Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Яндекс.Метрика