Хăрушсăрлăх эрни усăллă та, инкексĕр те ирттĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 23.09.2024, 17:40 Просмотров: 62

ЮЛАШКИ вăхăтра çул çитмен ачасем теветкеленсе тĕрлĕрен транспорт хатĕрĕн рулĕ умне ларни, ярăнса çỹрени, çавна май хăйсемшĕн çеç мар, ыттисемшĕн те пысăк хăрушлăх кăларса тăратни пирки сахал мар калаççĕ, МИХ хатĕрĕсенче те çыраççĕ. Кун пек тĕслĕхсем пирĕн тăрăхра та пулсах тăраççĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă май шкулсенче çак темăпа çул-йĕр инспекторĕсем çеç мар, вĕрентекенсем те тăтăшах ачасемпе калаçусем ирттереççĕ.

Акă, Çĕнĕ Ахпỹртри шкулта директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен канашçи Татьяна Каштанова Пĕтĕм Раççейри хăрушсăрлăх эрнине хутшăнса ачасемпе ятарлă урок ирттернĕ, çул çинчи аварисен шутне чакарас, çул-йĕр культурине ỹстерес тĕлĕшпе пурнăçламалли тĕллевсене çивĕчлетнĕ, кулленех çул çинче пăхăнмалли тĕп правилăсене аса илтернĕ.

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика